Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни лаптăк шутра пултăр

11 июля 2009 г.

Кашни лаптăк шутра пултăр Июлĕн 6-мĕшĕнче республикăра Çĕр йĕркелỹçĕ кунне паллă турĕç. Ытлари кун республика районĕсенчи çĕр йĕркелỹçĕсем Шăмăршăсем çĕрпе мĕнлерех усă курнипе интересленчĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Пирĕн корреспондент Раççейри куçман пурлăхăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçипе В.Г.Егоровпа тĕл пулса калаçнă, унтан çĕрпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Валерий Григорьевич, июнĕн 30-мĕшĕнче республика пурлăхне тытса тăрассин эффективлăхне контрольлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, кун йĕркинчи виçĕ ыйтуран иккĕшĕ сирĕн ведомство ĕçĕпе çыхăннă. Тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн. _ Çапла, ларура сỹтсе явнă ыйтусем паянхи куншăн питĕ çивĕч. Чи малтан сад тата дача пĕрлешĕвĕсен çĕрĕсене патшалăх кадастрĕн хакне парассине вĕçлемелле. Шел пулин те, юлашки çулсенче сад участокĕсен çĕрĕсем хисепсĕре тухма пуçларĕç. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: çул укçи хакланни, дачăсем валли 3-4 сотка çеç уйăрса панипе тăкаксене тупăш тавăрайманни. Çавăнпа та садсемпе дачăсен çĕрĕсен пысăк пайĕ паян пушă выртать. Сăмахран, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче пушă выртакан çĕрсен хисепĕ 60-75 процентпа танлашать. Çапах та шанăç пур: финанс кризисне пула малашне çĕре хисеплесси те ỹсĕ. Çывăх çулсенче садсен рынокĕнче ырă улшăнусем пулмаллах. _ Садсемпе дача участокĕсен рынокĕн ыйтăвне хускатнă май, çакна та каламалла: çĕршыв ертỹçисем "дача амнистийĕн" срокне тăсасси пирки те пĕлтерчĕç. Калăр-ха, çакă граждансене мĕн парĕ? _ "Дача амнистийĕ" 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмеллеччĕ. Анчах та паянхи кун çак майсемпе пурте усă курман-ха: хăшĕ-пĕри _ васкаман, ăçта-тăр кадастр органĕсем документсене питĕ ерипен хатĕрлеççĕ тата ытти те. Çакна шута илсе ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи хăйĕн июлĕн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче "Дача амнистийĕ" çинчен калакан саккуна тỹрлетỹсем кĕртрĕ, унăн срокне 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăсмалла тесе йышăнчĕ. Калас пулать, "дача амнистийĕн" чылай положенийĕ нумай вăхăтлăха ĕçлет, уйрăм çуртсене çăмăллатнă йĕркепе регистрациленĕ чухне çеç çирĕп срок пулнă. _ Правительство комиссийĕн çỹлерех асăннă ларăвĕнче "Регистраци _ Кадастр" "пĕр чỹрече" системипе документсем йышăнас ыйтăва та пăхса тухнă. Çак система паян вăйра тăраканнинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? _ Раççей Федерацийĕн Правительствин кăçалхи июнĕн 11-мĕшĕнчи ларăвĕнче куçман пурлăха регистрацилемелли тата патшалăх кадастрĕн учечĕн сферинче пĕрлĕхлĕ федераллă система туса хурасси çинчен калакан Концепцие ырласа йышăннă. Пĕлтĕрхи декабрьтенпе эпир структурăри пысăк улшăнусен тапхăрĕнче пурăнатпăр. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 1847-мĕш номерлĕ Указĕпе Геодезипе картографи федераллă агентствипе Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствине пĕтернĕ, Федераллă регистраци службине Патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи федераллă служби ят панă. Çав вăхăтрах çĕнĕрен йĕркеленнĕ службăна маларах пĕтернĕ службăсен функцийĕсене пурнăçлама хушнă. Структурăри çак улшăнусем патшалăх регистрацийĕн прависен процесне хăвăртлатма май парĕç. Уйрăмах çĕр участокĕсем валли документсем хатĕрленĕ чух ĕç çăмăлланать. Куçман пурлăхăн кадастр учечĕпе правăсене регистрациленĕ чух граждансен тĕрлĕ кабинетсем тăрăх çỹремелле пулмасть. Шупашкарта "пĕр чỹрече" системăпа документсем йышăнма уйăх каяллах пуçланă, çывăх вăхăтра Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Тăвай районĕсенче те çак ĕçе йĕркелесе яратпăр. _ Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче "Юридически сăпатсен прависене хỹтĕлесси çинчен" Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Çак саккун çĕр контролĕн сферине мĕнле улшăнусем кĕртрĕ? _ 2009 çулхи майăн 1-мĕшĕнче 2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 294-ФЗ номерлĕ "Патшалăх контролĕпе (надзорĕпе) муниципаллă контроль ĕçĕсене пурнăçланă чух юридически сăпатсемпе уйрăм предпринимательсен прависене хỹтĕлесси çинчен" Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, планпа пăхнă тĕрĕслевсене виçĕ çулта пĕр хутран ытла ирттермелле мар, планпа пăхман тĕрĕслевсене прокуратура органĕсемпе килĕшсе татăлсан çеç ирттерме юрать. Кунта çакна та аса илтермелле: РФ Çĕр кодексĕн 73 статйипе килĕшỹллĕн çĕрпе усă куракансен çĕр участокĕсене хăйсен контрольлесе тăмалла. Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствипе унăн территори органĕсем çырупа ыйтсан, çĕрпе усă кураканăн çийĕнчех кирлĕ сведенисем тăратмалла. _ Çĕр контролĕ çинчен сăмах пуçланчĕ пулсан, муниципаллă çĕр инспекторĕсем çинчен те каласа хăвараймăр-ши? _ Муниципаллă çĕр инспекторĕсем хальлĕхе Шупашкарта çеç тулли хăватпа ĕçлеççĕ, ытти муниципаллă йĕркелỹсен çак ĕçе тĕпрен лайăхлатмалла, уйрăм районсенче вара муниципаллă çĕр инспекторĕсен ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе ямалла. _ Республика территорийĕнче çĕр рынокĕ (сад çĕрĕсен рынокне шута илмесен) хăвăрт аталанса пырать. Çакă сирĕн ĕçĕре кăткăслантармасть-и? _ Юлашки вăхăтра граждансемпе хăй халлĕн ĕçлекен организацисем суд тавлашăвĕсене кĕнĕ тĕслĕхсем нумай ỹсрĕç. Управлени суда виççĕмĕш ен е эксперт пулса хутшăнать. Çĕр участокĕсен чиккисене çĕнĕрен палăртнă май, патшалăх экспертизи тăвас ыйтусемпе те пирĕн пата йышлăн пыраççĕ. Енчен те 2007 çулта 12 çын, 2008 çулта _ 46 çын пынă пулсан, кăçалхи 5 уйăхра вара 50 ытла çын пычĕ. Çакна каласа хăвармалла: халĕ çĕр участокĕсене кадастр учетне илнĕ чух межевой плансене çеç йышăнатпăр. Июнĕн 23-мĕшĕнче управлени республика территорийĕнче кадастр ĕçĕсем тăвакансемпе семинар-канашлу ирттерчĕ, унта çивĕч ыйтусене пăхса тухрăмăр. _ Вĕсем, урăхла каласан, межевой организацисем шутланаççĕ. Межевани тумасăр май килмест-и? _ Май пур, анчах та çак норма "Куçман пурлăха тата унпа суту-илỹ тумалли правăна патшалăх регистрацийĕ тумалли çинчен" Федераллă саккунăн 25.2 статйин 1 параграфĕнче кăтартнă çĕр участокĕсене çеç пырса тивет. Çак çĕр участокне илмелли правăна çĕнĕрен йĕркелеме межевани тумалла мар. Анчах та правăна регистраци тунă чух çĕр лаптăкĕ унччен панă документринчен пысăкрах е пĕчĕкрех пулсан каллех тавлашу патне илсе çитерме пултарать. _ Юлашки вăхăтра эпир республикăра куçман пурлăх объекчĕсен пĕрлĕхлĕ кадастрне туса хурасси çинчен каланине тăтăш илтетпĕр. Ун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши? _ Паян граждансем çĕр участокĕсен правине илес тесе çĕр кадастрĕн палатине пыраççĕ. Унта çĕр участокне шута илеççĕ тата кадастр планĕ йĕркелеççĕ, çакă çĕр правине патшалăх регистрацийĕ тумалли тĕп документ шутланать. Куçман пурлăх объекчĕсем валли техника паспорчĕсем илме граждансем БТИне пыраççĕ. Паллах, ку питĕ чăрмавлă, вăхăта нумай илет. Çакăн пек йывăрлăхсем ан пулччăр тесе, куçман пурлăх объекчĕсене _ çĕр участокĕсене, вĕсем çинче вырнаçнă строительство объекчĕсене _ шута илмелли пĕр система пулать. Пĕрлĕхлĕ система туса хурсан гражданин куçман пурлăх объекчĕсем валли кирлĕ документсене питĕ хăвăрт хатĕрлеме пултарать. Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсене кадастр учетне тăратас ĕçе хăвăртлатасси те _ паянхи çивĕч ыйту. Шел пулин те, чылай районта çĕр участокĕсем пирки хăйсен прависене регистрацилессине тивĕçлипе йĕркелемен. Саккун _ пуриншĕн те пĕрре, çĕрпе çыхăннă саккунсене пурин те пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика