08 июля 2009 г.
Çулсеренех районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытаççĕ. Малтанах ăна эксперимент йĕркипе ирттернĕ пулсан, кăçал вăл официаллă майпа вăя кĕчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ _ малтанхи пĕтĕмлетỹ тума вăхăт. Кăçал районта вырăс чĕлхипе 172 çамрăк ППЭ тытнă. Вĕсенчен 3-шĕ палăртнă чи пĕчĕк виçе чухлĕ балл пухайман. Иртнĕ çул вĕсен йышĕ пысăкрахчĕ _ 38 вĕренекен. Математикăпа вара пĕтĕмлетỹсем ăнăçлăрах _ экзаменра кирлĕ чухлĕ балл пурте пухнă, пĕлтĕр вара çак предмета 5 ача тытайманччĕ. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, çапах та пĕрне асăнса хăварни вырăнлă: кăçал вырăс чĕлхипе тата математикăпа чи пĕчĕк виçе чухлĕ балл пухаймасан шкул ачине аттестат паман. Аттестат вырăнне 11-мĕш класс пĕтерни çинчен справка анчах панă. Унпа, паллах, аслă вĕренỹ заведенийĕсене, тỹлевлĕ вырăнсем пур пулсан та, вĕренме кĕреймĕн _ кăçал вĕсем 9-мĕш класс хыççăнхи аттестатпа училищĕсене, техникумсене, колледжсене кĕме пултараççĕ. Çитес çул вара ППЭ тепĕр хут памалла. Çакă та экзаменсене тăрăшса ха-тĕрленме хистенĕ пулĕ. Хăй ирĕкĕпе суйласа илнĕ предметпа ППЭ тытакан выпускниксем обществознани, биологи, физика предмечĕсене "кăмăлланă" _ вĕсемпе пĕтĕмпе 145 çамрăк экзаменсем панă. Кунта 1 ача çеç биологипе чи пĕчĕк виçе чухлĕ балл пухайман. Хими, ют чĕлхепе литература предмечĕсемпе ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсем пысăк (вăтам паллă 70 балран ытларах), çав вăхăтра биологипе информатика предмечĕсемпе тытнă ППЭ кăтартăвĕсем хумхантараççĕ (60 балран каярах). Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Е.Майкова вырăс чĕлхипе чи пысăк _ 89 балл пухма пултарнă. Çапла, ППЭ ăнăçлă тытнă выпускниксем халĕ пĕлĕве малалла тăсма аслă е ятарлă вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсене çул тытма пултараççĕ. Кунта балсен результачĕсене шута илеççĕ.