08 июля 2009 г.
Пурăннă пулсан, кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче хамăр ентешĕмĕр _ виççĕмĕш летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев 80 çул тултаратчĕ. Ан тив, Чăваш çĕршывĕ тĕнче карти çинче пĕр пĕчĕк пăнчă кăна пултăр, апла пулин те чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ, А.Николаев чăваш ятне чăн тỹпене çити çĕклерĕ. Чăваш халăхĕ, пĕтĕм тĕнче Ан-дриян ятне, унăн ĕç-хĕлне, сăпай та ырă кăмăллă, çутă сăнарне ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытĕç. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕре халалласа Патреккел ялĕн вулавăшĕнче "Çăлтăрсем хушшинче" ятпа кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Кунтах "Андриян Николаев _ чăваш кăйкăрĕ" слайдпа тата информацисен папкипе паллашма пулать. Космонавта халалласа çырнă кĕнекесем сахал мар. Константин Петров çыравçă-журналист паттăра халалласа "Сенкер çăлтăр" ятлă роман калăпланă. Пултаруллă тепĕр çыравçă Владимир Долгов ăнăçлă ĕçленипе çак романа вырăсла куçарса пичетленĕ. Вăл 1999 çулта "Голубая звезда" ятпа кун çути курнă. Çак романпа паллашма та кăмăл турĕç ачасем. А.Николаев хăй çинчен çырнă "Тĕнче уçлăхĕнче" кĕнеке те питĕ кăсăклă. Хаçат-журналсенче те чылай çырнă ун пирки. Андриян шкулта тăрăшса вĕренме, пĕлменнине кĕнекесенче вуласа тупма, пурнăçа юратма, юлташсене, аслисене хисеплеме, хăйĕн пек ĕçчен пулма хистет. "Ентешĕмĕр пире çĕнĕрен çĕнĕ çунат хушса пырĕ, тĕллевлĕ пурăнма хавхалантарĕ, тĕлĕнмелле ĕçсем тупма вăй парĕ. Пĕр ỹстермесĕр калатпăр: мăнаçланатпăр ентешĕмĕрпе, мухтанатпăр унăн пултарулăхĕпе", _ пĕтĕмлетрĕç ачасем А.Г.Николаев çинчен библиотекăра пĕрле пухăнса калаçнă хыççăн.