Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх вăйĕ _ пĕрлĕхре

08 июля 2009 г.

Туслăх вăйĕ _ пĕрлĕхре Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн республикăн тĕп хулинче Елчĕк ентешлĕхĕн уявне ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр, виçĕм çул Акатуй-Сабантуй уявне Патăрьел районĕн ентешлĕхĕпе пĕрле ирттернĕ. Кăçал вара йĕркелỹ комитечĕсем уява Елчĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсемпе пĕрле ирттерме йышăннă. Кăнтăр районĕсенче çуралса ỹснисем, кунта пурăнакансем ĕмĕртен пĕр-пĕринпе туслă, интересĕсемпе тĕллевĕсем те пĕр евĕрлĕ вĕсен. Хальхинче виçĕ районти ентешсем "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче Акатуй-Сабантуя йышлă пуçтарăннă. Уява ентешлĕхсен ертỹçисем _ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Н.Викторов, В.М.Семенов, В.В.Туркай йĕркеленĕ. Уява пухăннă хăнасене РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский, Елчĕк, Комсомольски районĕсен пуçлăхĕсем Н.П.Миллин, Г.Ф.Волков, Патăрьел район пуçлăхĕн çумĕ Р.В.Селиванов, Шупашкар хулинчи Мускав район администрацийĕн представителĕсем тата ыттисем саламланă. Ентешлĕх активис-чĕсене тав çырăвĕсемпе грамотăсем, ентешлĕх медалĕсем парса чысланă. Уяв программинче _ виçĕ районтан тухнă эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ, спорт ăмăртăвĕсем, вăйăсем, конкурссем. Елчĕк районĕн ăсталăхне РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан Патреккелти халăх хорĕ тата Елчĕкри искусство шкулĕн коллективĕ кăтартнă. Хамăр ентешсен _ В.Никонорован, А.Шадриковăн, П.Ермолаевăн тата ытти Елчĕк солис-чĕсен юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Волейболла выляс, наци кĕрешĕвĕпе тупăшас енĕпе Елчĕк спортсменĕсене çитекенни пулман. Виçĕ район хушшинчи "Акатуй-2009 чемпионĕ" ята вара Аслă Елчĕкри В.Петрушкин çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика