08 июля 2009 г.
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин оперативлă канашлусем ирттермелли залĕнче В.Антонов министр республикăри тата районсенчи журналистсемпе селекторлă пресс-конференци ирттерчĕ. Канаш, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсен журналисчĕсем те ШĔМĕн Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайне пуçтарăнчĕç, министрпа "тỹрĕ линипе" çыхăнса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илчĕç. Журналистсене чи малтанах республикăри криминаллă лару-тăру мĕнле пулни кăсăклантарчĕ. Çавна май Вадим Валентинович йĕрке хуралçисен çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăхри плансем çинче чарăнса тăчĕ. Çĕршыври финанс кризисне пула чылай çын ĕçсĕр тăрса юлать. Ĕçсĕр çынсен интересĕсем те урăхланаççĕ: пĕрисем вăрлаççĕ, теприсем эрех-сăра енне туртăнаççĕ. Çавна май преступленисен шучĕ ỹсес хăрушлăх пысăк. Çакна шута илсе Вадим Валентинович профилактика ĕçне вăйлатма чĕнчĕ. Кăçалхи çур çулта ШĔМĕн шалти ĕçсен пайĕсен дежурнăй уйрăмĕсене пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15 процент ытларах шăнкăрав килнĕ. "Ку, пĕр енчен, савăнтарать те. Мĕншĕн тесен вăл халăх милици сотрудникĕсене ытларах та ытларах шаннине çирĕплетет",_ палăртрĕ генерал-майор. Çĕнĕ технологисемпе усă курни криминаллă лару-тăрăва ырă енне улăштарма май панине асăнчĕ. Юлашки вăхăтра Шупашкарта кĕсье вăррисем хуçаланакан вăрттăнрах тăкăрлăксенче, обществăлла вырăнсенче 96 видеокамера вырнаçтарни те ĕç-хĕле çăмăллатать. Общество йĕркелĕхне тивĕçлĕ шайра тытса тăрассишĕн паян ытларах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă. Ку ĕçре ял тăрăхĕсенче обществăн сывă вăйĕсенчен йĕркеленнĕ тытăм (кунта ял тăрăхĕсен депутачĕсем, вĕрентекенсем, тухтăрсем тата ыттисем те кĕреççĕ) пысăк пулăшу кỹрет. 6 уйăхра регистрациленĕ преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 6,2 процент таран чакнă (кăçал пурĕ 12501, пĕлтĕр 13330 преступлени регистрациленĕ). Çакă, министр шухăшĕпе, профилактика мероприятийĕсене тăтăш йĕркеленипе, шалти ĕçсен пайĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе çыхăннă. Тепĕр кăмăллă кăтартăва та палăртмасăр хăвармалла мар: малтанах шухăшласа преступлени тăвакансен пысăк пайне тытса чарма май килнĕ. Шупашкарта "маршрутка" хуçисенчен ирĕксĕрлесе укçа илнĕ тĕслĕхсене уçса панă. Иртнĕ çул йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем Çĕмĕрле хулинче укçа ыйтса илекенсен ушкăнне тытса чарнă. Çак ушкăн саккуна хирĕç кайса 85 киревсĕр ĕç тунă, уйрăм предпринимательсенчен ирĕксĕрлесе укçа илнĕ, наркотикпа тата пăшалпа сутă тунă. Журналистсем ачасен урамра миçеччен çỹреме юрани пирки те ыйтрĕç. Министр пĕтĕм Раççейĕпе йышăннă вăхăтпа килĕшет. Унăн шухăшĕпе 22 сехет иртсен шăпăрлансен урам тăрăх чупса çуремелле мар. Çакă çамрăксем тăвакан преступленисен шутне чакарма пулăшĕ. Коррупцие тата организациленĕ преступленисене, суя укçапа усă курнине хирĕç мĕнле кĕрешнипе, милици сотрудникĕсем Чечен Республикинче службăра тăнипе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ ыйтусем çине те тулли хурав илме пултарчĕç хаçат ĕçченĕсем.