Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техникăпа ĕç ăнать

08 июля 2009 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Утă уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи "Труд" ЯХПК никĕсĕ çинче "Уй-хир кунĕ _ 2009" курав пулса иртнĕ. Унта хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ техникăна кăтартнă. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Миллин каласа панă тăрăх, выставкăра лаша кăкарса ĕçлекен косилкăран пуçласа хамăр патăмăрта тата ют çĕршывсенче туса кăларнă тĕрлĕ йышши хăватлă, пысăк тухăç илме май паракан техникăпа _ çĕр улми комбайнĕсемпе, çĕре кăпкалатмалли культиваторсемпе, дискаторсемпе, утă хатĕрлемелли агрегатсемпе, ытти механизмсемпе паллашма май пулнă. Республикăри чылай хуçалăхсем иртнĕ çулсенчех, патшалăх çĕнĕ техника туянма 8 çуллăх кредит уйăрнă тапхăрта, çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртекен комплекссем, ытти агрегатсемпе механизмсем туянма ĕлкĕрнĕ. Çавна май ял хуçалăх ĕçĕсене пĕчĕк тăкаксемпе пурнăçласа пыраççĕ, тухăçлă культурăсем туса илеççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене темиçе çул каяллах тĕрлĕ канашлусенче, пĕр-пĕринпе курса калаçнă чухне çăмăллăх кредичĕсемпе усă курса çĕнĕ техника туянма чĕнсе каланине, ỹкĕтленине хамăр курнăччĕ, илтнĕччĕ. Анчах пирĕн районти чылай хуçалăхсен ертỹçисем çакна шута илмерĕç. Вăхăчĕ вара улшăнчĕ, халĕ кредит илме те йывăр. Унччен çĕнĕ техника туяннă хуçалăхсем вара питĕ тĕрĕс турĕç. Кредита тỹлесе татмалли вăхăта малтан 8 çула палăртнăччĕ, халĕ ăна тата 3 çула тăснă. Район пуçлăхĕ ДТ тракторсен вăхăчĕ тахçанах хыçа юлнă, çамрăксем вĕсемпе ĕçлеме килĕшмеççĕ тесе калани тĕрĕсех. Тепĕр кунне Патăрьелĕнчех механизатор-сухаçăсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 15 районтан пынă 16 чи лайăх механизатор хутшăннă. Вĕсен квалификаци пĕлĕвне, ăна ĕçре кăтартса парассине тĕрĕсленĕ. МТЗ тракторпа сухалакан механизаторсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна "Сатурн" ЯХПКри В.Лисицын йышăннă. Ăна диплом тата телевизор парса чысланă. Канашлура район пуçлăхĕ пултаруллă механизатора пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламларĕ. Сăмах май каласан, çакнашкал ăмăрту республикăра юлашки хут пилĕк çул каялла иртнĕччĕ. Ун чухне те çак хуçалăхри В.Кукурузов механизатор ДТ тракторпа сухаласа пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. "Сатурнра" чăннипех унчченхи ырă пулăмсене малалла тăсса пыни, ялта çĕр ĕçченĕсем пурри çинчен калать çакă. Патăрьелĕнче иртнĕ куравпа иккĕмĕш кунне пирĕн районти хуçалăхсен ертỹçисемпе специалистсем те паллашнă. Тен, унта курни, илтни усса кайĕ? Канашлура ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать. Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Труд" хуçалăхсемсĕр пуçне нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ. Районĕпе 19,5 килограмм, пĕлтĕрхинчен 1,5 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Пушă выртакан çĕрсене ĕçлесе хатĕрлесси çинче те чарăнса тăчĕç канашлура. Юлашки кунсенче "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма Шуршу ялĕнче 210 гектар лаптăка сухаланă. Çу вĕçĕнче унта кĕрхи культурăсем акса хăварма шутлаççĕ. Анчах Ленин ячĕллĕ, "Звезда" ОООра усă курман лаптăксене ĕçлесе хатĕрлеме васкамаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов районта право йĕркине пăснин тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çу пуçламăшĕнче районти виçĕ хуçалăхра складра упраннă им-çамсене вăрласа кайнă. Çакăн пек тĕслĕхсем ытти районсенче те пулнă. Милици работникĕсем çак киревсĕр ĕç тăвакансене тупса палăртнă, халĕ следстви ĕçĕсем пыраççĕ. В.Викторов пурлăха сыхлассинче яваплăха ỹстермеллине аса илтерчĕ. Канашлура çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика