Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ

08 июля 2009 г.

Тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ "Куç хăрать те алă тăвать", _ тесе ахальтен каламан ваттисем. Анатри Тимешри мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕ Олег Петрович Гавриловпа Александр Деомидович Соловьев юхăнса кайнă "Луч" хуçалăхăн çĕрĕсене алла илсе хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Тăватă çул 155 гектар çинче тăватă-пилĕк тĕрлĕ сорт çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, тулă, урпа лартса çитĕнтереççĕ. Асăннă культурăсен лаптăкĕсене тĕрлĕ им-çам сапса тасатма та ĕлкĕрнĕ. Трактор-машинине те хăйсен укçи-тенкипе туяннă фермерсем. Хуçалăхра тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракансене вара вăхăтра укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Хĕрарăмсем уйра тăрмашнă чухне ывăлĕсем те ĕçрен пăрăнса юлмаççĕ _ "уй-хир карапĕсене" юсанă çĕрте тăрăшаççĕ. _ Патшалăх тивĕçтерекен лизинг мелĕпе икĕ миллион тенкĕлĕх техника туянма хутсем тăратрăмăр. Выльăх-чĕрлĕх усрамалли витене те хута ятăмăр, _ пĕлтерчĕ Олег Петрович. Пулăшу аллине тăсса пама та яланах хатĕр вĕсем. Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама кашни çулах çывăхри хуçалăхсене трактор-комбайнсемпе тивĕçтереççĕ тăрăшуллă фермерсем. _ Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçленине нимĕн те çитмест. Çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать, _ терĕ А.Соловьев. Таврари ялсенче пĕлмен çын та çук пулĕ фермерсене. Ял халăхĕ те вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Кĕрлĕ-çурлă тапхăрта фермерсем халăха тивĕçекен çĕр лаптăкĕсене сухалама, вĕсем çинче тĕрлĕ культурăсем акма е пурлăха пухса кĕртме пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика