04 июля 2009 г.
Пуян, илĕртỹллĕ курав ĕçлет паянхи кун Елчĕкри музейра: 4 пин ытла лĕпĕшсемпе нăрăсен тĕнчинче чăнахах та çунат хушса, лĕпĕш пулса вĕçсе каяс ĕмĕт çуралать. Кун пек кăсăклă выставка юлашки çулсенче пачах та пулман музейра. Курав ваттине те, вĕттине те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Пĕри-тепринчен илемлĕ лĕпĕшсене курса куç алчăраса каять. Пĕтĕм тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсене Елчĕкри музейрах курма майне тупса параканĕ вара _ Виссарион Петрович Лосманов энтомолог-коллекционер. В.Лосманов чăваш çынниех, вăл 1935 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Мамликасси ялĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. 1968 çулта Мускаври политехника институтне вĕренсе пĕтернĕ, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарти çăмăл промышленность предприятийĕнче конструктор бюровĕн ертỹçи пулса ĕçленĕ. Чĕрчунсемпе пĕчĕк чухнех кăсăкланнă Виссарион Петрович. Çут çанталăкра тĕл пулакан кашни чĕрĕ чуна курсан канăçне çухатнă. Вĕсен ашшĕ Петр Захарович китай юманĕн пурçăн хуртне ĕрчетес тĕлĕшпе тимленĕ, пĕчĕк ача ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ. Çак хуртăн кипкине пурçăн комбиначĕсене чăн пурçăн туса кăларма ăсатнă. _ Пĕчĕк чухнех аслисемпе пĕрле кĕтỹ кĕтме çỹренĕ эпир, çавăнтан пуçланнă та манăн чĕрĕ чунсемпе кăсăкланасси, _ тет В.Лосманов. 1968 çултанпа наука никĕсĕ çинче чĕрчунсене сăнаса тĕпчес ĕç çине тимлĕх уйăрать вăл. Мĕн чухлĕ энтомологи литературине тишкермен-ши? Раççейри, ют çĕршывсенчи энтомологсемпе çыхăну тытнă. 40 çул пуçтарса тирпейленĕ çак лĕпĕшсемпе нăрăсене В.Лосманов. 20 çулне хытă çунатлă лĕпĕшсен (чешуекрылых) наука коллекцийĕ çине тимлĕх уйăрса ĕçлет. Çулсеренех Чăваш Енри, сăртлă-туллă Памирти, Тянь-Шаньри, Çĕпĕрти, Çурçĕр Уралти тата ытти вырăнти вăрмансемпе çарансенче походра, экспедицисенче пулса чĕрчунсен тĕнчине тĕпчет. Тропикла, экзотикăлла объектсен тĕпчевне ют çĕршывсенчи ĕçтешĕсем пулăшнипе пуянлатать, пĕр-пĕринпе лĕпĕшсене улăштараççĕ е пулăшушăн лĕпĕшсем парнелеççĕ. Коллекцие Виссарион Петрович наука никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Кашни лĕпĕшĕн хăйĕн этикетки, унта пĕтĕмпех тĕплĕн çырса кăтартнă: хăш ушкăнран, мĕн ятлă, ăçтан, хăш вырăнтан вăл, кашни экземпляра каталогра шута илнĕ. В.Лосманов _ Раççейре лĕпĕшсемпе нăрăсен пысăк та пуян коллекцине тытса тăракансенчен пĕри. Вăл час-часах тĕрлĕ аудиторисенче лекцисем ирттерет, хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать. 1984 çултанпа энтомолог-коллекционер пысăк çитĕнỹпе Чăвашри, Мари Элри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Курган, Челябинск, Ульяновск, Владимир облаçĕсенчи ялсенче куравсем йĕркелет. Хăш-пĕр ял çыннисенчен тепĕр хут курав йĕркелеме ыйтни те пĕр хутчен çеç пулман. Виссарион Петровичăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Ăна тĕрлĕ çĕртен парса чысланă Хисеп грамотисен, тав хучĕсен шучĕ те çук. 1980 çултанпа вырăссен энтомологи пĕрлĕхĕн (РЭО РАН) членĕ вăл, çавăн пекех 1997 çулта Шупашкарта иртнĕ республикăри энтомологин пĕрремĕш конференцине хутшăннă. Тĕлĕнтермĕш юмах тĕнчи _ паян Елчĕкри музейра, ыран вăл урăх çĕре куçать. Çавăнпа та çут çанталăк илемĕпе киленме, чуна пусарма, ырă та мал ĕмĕтпе пурăнма пулăшакан тĕнчене çитсе курма васкăр. Уяв ячĕпе хаклă çынсем валли парне те тупма май пур кунта. Уйрăмшарăн сутăнакан лĕпĕшсен хакĕ 250 тенкĕрен пуçласа 800 тенкĕ таран. Парне валли скорпионсем те туянма пулать. Куравпа паллашма кăмăл тăвакансене музейра кĕтетпĕр. Билет хакĕ 25 тенкĕрен пуçласа 50 тенкĕ таран.