Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

04 июля 2009 г.

Çĕртме уйăхĕн 22-28-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснăшăн 85 çынна айăпланă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 1 çынна, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 23, обществăлла вырăнта алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕшĕн _ 6, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн _ 41 (3 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 5, административлă ытти йĕркене пăснăшăн 9 çынна явап тыттарнă. Тĕрлĕрен Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патреккелти К.-па Д. çак ялти 1957 çулта çуралнă С. çуртне саккунсăр майпа кĕнĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçри А. "Комбайн" ЯХПК ферминче 3 сысна çури çуккине асăрханă. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарма килĕшмен. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тĕмерти Л. çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăйĕн хĕрĕ "Самсунг Е 250" маркăллă телефон çухатнине пĕлтернĕ. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарма килĕшмен. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăна эрех, уксус ĕçнĕ 1978 çулхи М.-на (Лаш Таяпа) илсе пынă. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Мускат" лавкка çывăхĕнчи ункăра лавçă 1997 çулта çуралнă К.-на çапса хăварнă. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăна Çĕнĕ Пăвари 1935 çулта çуралнă уксус эссенцийĕпе наркăмăшланнă К.-на илсе пынă. Хĕненĕ Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Аслă Таяпари К. çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйне упăшки вĕлерессипе хăратнине пĕлтернĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Аслă Таяпари С. хăйĕн килĕнче хирĕçнĕ. Асăннă фактпа административлă ĕç пуçарнă. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 12 сехет тĕлĕнче Вăрăмхăвари Н. арăмĕпе хирĕçнĕ. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Таяпа Энтринчи урамра Т._па С. харкашнă. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика