Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмçăсен йышĕ чакмасть

04 июля 2009 г.

Ĕçлекен çыннăн пулас пенсийĕн виçи, страховани стажĕ, страховани тỹлевĕнчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пухăннă укçа-тенкĕ хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнисене тỹлеме каять. Çавăнпа кашни ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне страховани тỹлевĕсене туллин те вăхăтра куçармалла. Шел, ку енĕпе парăмçăсен йышĕ çавах чакмасть. 62 ĕç паракан хăйĕн тивĕçне "манать". Пенсин страховани тỹлевне тỹлемен парăмçăсен йышĕнче: Ленин ячĕллĕ ЯХПК (274 çын ĕçлет, парăм 407,5 пин тенкĕпе танлашать), Елчĕкри МРТП (59 çын, 40,5 пин тенкĕ), "Марс" ЯХПК (107 çын, 40,4 пин тенкĕ), Елчĕкри ММПП ЖКХ (150 çын, 820,3 пин тенкĕ), "Кушкă" ЯХПК (183 çын, 45,3 пин тенкĕ), "Надежда" ЯХПК (2 çын, 54,1 пин тенкĕ), "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО (50 çын, 60,9 пин тенкĕ), Элекçей Тимешри кирпĕч завочĕ (82,8 пин тенкĕ), "Агрофирма "Аранчеево" ООО (30 çын, 43,2 пин тенкĕ), "Эмметево" ООО (114 çын, 69,9 пин тенкĕ), "Арланово" ООО (127 çын, 66,4 пин тенкĕ), "Агрофирма "Вперед" ООО (1 çын, 33,1 пин тенкĕ), "Елчĕкри РТП" ООО (127 çын, 778,8 пин тенкĕ), "Арбат" ООО (11 çын, 40,8 пин тенкĕ), "Агрофирма "Нива" ООО (87 çын, 74,6 пин тенкĕ). Пенси фондне страховани тỹлевĕсене куçарман парăмсене ирĕксĕрлесе шыраса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика