Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшма тăрăшатпăр

04 июля 2009 г.

Тĕнчере финанс кризисĕ хуçаланнă тапхăрта районта ĕçсĕррисен хисепĕ ỹсни палăрать. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен центра 854 çын, иртнĕ çулхинчен 326 çын ытларах, ĕç тупса памашкăн ыйтма килнĕ. Центр директорĕнчен М.Г. Васильевăран çак тапхăрта ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшас тĕллевпе пурнăçланă мероприятисем, умри тĕллевсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Экономика кризисĕ пирĕн района та айккинче тăратса хăвармарĕ, ĕçсĕррисен хисепĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Ĕç рынокĕнче лару-тăру уйрăмах нарăс уйăхĕнче йывăр пулчĕ. Халиччен Мускавра е ытти регионсенче ĕçленĕ çынсем ĕç çукран унта кайма пăрахрĕç, пиртен пулăшу ыйтрĕç. Çапла майпа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта шута илнĕ граждансен хисепĕ 341 çынна çитрĕ. Çак тапхăрта ĕçсĕр çынсене пулăшас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ республика шайĕнчи тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçлерĕмĕр. Районти организацисемпе предприятисемпе пурĕ 52 килĕшỹ çирĕплетрĕмĕр, тĕп тупăшсăр юлнă çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр, стажировкăна ятăмăр. Ака уйăхĕнчен пуçласа районти тĕп больницăра, "Нива" агрофирма" ОООра, "Цветковы", "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, "Акатуй" ОООра, "Труд", "Комбайн", "Колос" ЯХПКсенче пурĕ 289 çын вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупрĕ. Унсăр пуçне 6 çын (районти тĕп больницăра _ массажист, "Комбайн" ЯХПКра _ повар, "Прогресс" ЗАОра _ зоотехник, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче _ юрисконсульт, "Колос" ЯХПКра _ водитель) стажировкăра. Центр ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕ ĕçлет, пĕлтерĕшлĕ тивĕç вăл _ çĕнĕ професси илме пулăшасси. Кăçал районти 36 çынна професси пĕлĕвĕ илме пулăшрăмăр. Вĕсем вĕренсе газ оборудованийĕсен слесарĕ, тракторист, электрогазосварщик, электромонтер, "В,С", тата "Д,Е" категориллĕ водитель, уйрăм çыннăн хуралçи, секретарь-референт, ПЭВМ операторĕ, 1С-бухгалтери специальноçĕсене алла илчĕç. Центрта шута илнĕ ĕçлемен çынсене психологпа канашлама майсем туса паратпăр, вĕсене тĕрлĕрен мероприятисене, тренингсене явăçтаратпăр. Пирĕн шутпа шкул ачисем хушшинче профориентаци мероприятийĕсене йĕркелени те питĕ кирлĕ, усăллă ĕç. Çапла майпа çамрăксене шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пулас профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшатпăр. Çак тĕллевпе ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче республика шайĕнче иртнĕ "Эсĕ суйласа илнĕ професси" акцие районти 23 шкул, пурĕ 2903 вĕренекен хутшăнчĕ. Иртнĕ кунсенче çула çитмен ачасем хушшинче ваканси ярмăрккине ирттертĕмĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисем çула çитмен çамрăксене, сахал тупăшлă çемьесенче ỹсекен ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илме майсем туса парас тĕллевпе 80 çамрăка ĕçе явăçтарчĕç. Вĕсем тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, эмел курăкĕсем пухас тĕлĕшпе, шкул участокĕсенче тимлеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче иртнĕ республика шайĕнчи "Ĕçлес килет" акцие хутшăнса центрта шкул ачисем хушшинче профориентаци кунĕсене ирттертĕмĕр, вĕсене çуллахи каникул тапхăрĕнче пушă вăхăтра ĕç тупса парассипе тимлерĕмĕр. Экономика кризисĕн тапхăрĕнче центр хăйĕн умне илекен тепĕр тĕллев _ граждансене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, пĕчĕк бизнеса йĕркелеме пулăшасси. Хальхи вăхăтра районти 3 çын хăйсен ĕçне йĕркелесе яма палăртать, çак тĕллевпе вĕсем бизнес-плансем туса хатĕрленĕ, çитес вăхăтра вĕсен ĕçĕсене çак тĕллевпе çирĕплетнĕ ĕçлĕ ушкăнра пăхса тухатпăр Палăртнă ĕçсене пурнăçлассипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Çула çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси, специальноç çуккисене вĕренме ярасси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрма палăртатпăр. Ĕçсĕр юлнисене тĕрлĕ енлĕн пулăшасси вăл _ пирĕн тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика