04 июля 2009 г.
Хальхи вăхăтра районти 4 ял хуçалăх предприятийĕнче _ "Прогресс" ЗАОра, "Рассвет", "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата "Урожай" ОООра пĕр çул ỹсекен курăксенчен сенаж хываççĕ. Эпир акционерсен "Прогресс" обществин пĕрремĕш комплекслă бригадинче пулса куртăмăр, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе кăсăклантăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Сергей Разумовпа Петр Кудрявцев бригадир çак тапхăрчченхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Хĕл кунĕсенче фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма нумай çул ỹсекен курăксенчен пурĕ 300 тонна, çав шутран пĕрремĕш бригадăра _ 180 тонна утă, 3500 тонна, çав шутран пĕрремĕш бригадăра 1500 тонна сенаж хатĕрленĕ. Сенаж хывасси малалла пырать, ĕçе тухăçлă, кал-кал йĕркелесе пыраççĕ. Выльăх апачĕ хатĕр-лессипе икĕ звено ĕçлет. Пĕри _ эпир пулнă Патреккел бригадинче, тепри _ Тỹскелĕнче. Акционерсен обществинче утă, сенаж хывас ĕçе кашни çул комплекслă йĕркелесе пыраççĕ, тепĕр енчен каласан, ĕçе ушкăнпа, кар тăрса пурнăçласси йăлана кĕнĕ. Кунта урăхла пулма май та çук. Мĕншĕн тесен çакăн чухлĕ йышлă выльăх-чĕрлĕхе _ 1700 пуç мăйракаллă шултра выльăхпа 3500 пуç сыснана çулталăк тăршшĕпе тăрантарма сахал мар апат кирлĕ. Ăна вара яланах ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хăвараççĕ. Çавна май выльăхсен йышĕ, вĕсенчен продукци туса илесси те çулран-çул ỹссех пырать. Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал пĕр çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 1280 гектар, çав шутран пĕрремĕш бригадăра вăл 372 гектар йышăнать. Ăна ỹссе çитĕнме çанталăк условийĕсем те лайăх пулчĕç. Халĕ курăка вăхăтлă, кая юлмасăр пухса кĕртесси анчах юлать. Выльăх апачĕ хатĕрлекен звеносенче тăрăшакан механизаторсен тимлĕхне пула икĕ бригадăра та ĕç малтанхи кунсенченех ăнăçлă пычĕ. Патреккел хирĕнче ĕçлекен механизаторсем кĕске вăхăтра 80 гектар çинчи курăка вырса сенажа хывма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Владимир Воронцовпа Анатолий Владимирова курăка КПС-5 агрегатпа çулма, Игорь Куприяновпа Алексей Куприянова ăна вĕтетсе туракан Е-282 комбайнпа ĕçлеме çирĕплетнĕ. Алексей Колсановпа Геннадий Выйгетов, Юрий Каринкинпа Владимир Соловьев водительсем хатĕр массăна фермăсен çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Хальлĕхе ăна 600 тонна хывнă. Сергей Марковпа Иван Кузнецов механизаторсем сенажа пусăрăнтарнă çĕрте тимлеççĕ. Тĕп агрономпа бригадир выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакансен ĕçĕпе кăмăллă.