01 июля 2009 г.
Фестивальсемпе смотр-конкурссен сезонĕ, районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ Акатуй иртнĕ хыççăн районти культура ĕçченĕсем черетлĕ спартакиадăна пухăннă. Кăçал вăл илемлĕ уçланкăра _ Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче иртнĕ. Спартакиадăна хутшăннă ĕçченсене фестивальсемпе смотр-конкурссене пĕтĕмлетсе район администрацийĕн культура, информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи А.Александрова, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова саламланă. Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унтан тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, викторинăсем, ытти мероприятисем, лотерея билечĕсен вылявне ирттернĕ.