01 июля 2009 г.
Елчĕкри 9 хуçалăх Чăваш Республикинчи "Агро-Инноваци" предприяти ял хуçалăх предприятийĕсен 2008 çулхи ĕç-хĕлĕн рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Агропромышленность комплексĕн инновацилле аталанăвĕ: чăрмавсем тата вĕсене çĕнтересси" ятпа иртнĕ конференцире çĕнтерỹçĕсене чысланă. "Агро 100" клубăн йышне пирĕн районти "Эмметево" ООО, "Яманчурино" ООО, "Комбайн", "Сатурн", "Прогресс", "Свобода", "Рассвет", "Победа", "Труд" хуçалăхсем кĕнĕ.