01 июля 2009 г.
Шкул çумĕнчи лагерьсенче воспитани ĕçне йĕркелес енĕпе республикăри конкурс вĕçленнĕ. Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн центрĕн заведующийĕ Т.Лушин, методисчĕ Н.Рябинина, педагогика наукисен кандидачĕ В.Львов доцент шкул çумĕнчи лагерьсен ĕç-хĕлне 5 енĕпе хакланă: лагерь профилĕ программăна, ресурссене тивĕçтерни, программа мĕнле пурнăçланине вăхăтран вăхăта тĕрĕсленин результачĕсем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн шухăшне шута илни, документсем хатĕрленин пахалăхĕ. Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Ялта вырнаçнă шкул çумĕнчи лагерь" номинацире пирĕн районти Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул пĕрремĕш вырăн йышăннă. Асăннă профиле суйласа илесси шкулта 1985 çултанпа ĕçлекен хăйне евĕрлĕ историпе тăван тавралăх музейĕпе çыхăннă. Унăн фондĕнче 3 пин ытла экспонат упранать. Лагерьте вара йăла-йĕркесене, тăван тавралăх, ялăн кун-çулне, хальлĕхе сахал тĕпченĕ факт-сене тишкереççĕ, черетлĕ наукăпа практика конференцине хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех ачасем йĕри-тавралăха тĕрлĕ çỹп-çапран тасатаççĕ, ашшĕ-амăшĕ 20 çул каялла лартнă вăрмана йĕркене кĕртеççĕ. Шкул администрацийĕ, педагогика коллективĕ, ачасем кунта çуралса ỹснĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Спорт керменĕн директорĕ, СССР спорт мастерĕ Б.Атаманов ячĕллĕ культурăпа кану паркне хывса хăварма хатĕрленеççĕ.