01 июля 2009 г.
Тĕнчери экономикăпа финанс пăтăрмахĕ чылай çынна шухăша ярать _ йывăрлăхран мĕнле тухмалла? Перекет банкĕн ĕçченĕсем çак тапхăрта клиентсене çухатас мар тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ: халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене пуçăннă, тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Унччен банкпа çыхăну тытнă, счет уçнă клиентсене хаклаççĕ _ вĕсемпе малашне те тимлĕрех пулмалла, пур ыйтăвне туллин, вăхăтра тивĕçтерме тăрăшмалла. Перекет банкĕпе туслă çыхăну тытакан уйрăм çынсен, организацисемпе предприятисен йышĕ сахал мар. Чи хастаррисене, Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш номерлĕ уйрăмĕн Елчĕкри 4440Ỹ036 хушма офисĕпе нумай çул çыхăнса ĕçлекенсене районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче _ Акатуйра чысларĕç. Вĕсен йышĕнче _ "Комбайн" ЯХПК (ертỹçи Г.Федоров), НПО "Промсервис" ЗАО (Ю.Титов), В.Падуевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ, "Чăвашьенкрахмал" ООО (А.Кудряшов). Вĕсем Перекет банкĕ паракан тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ, илнĕ кивçен укçана производствăна аталантарма, çĕнĕ техника туянма яраççĕ.