Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкоголь тата пĕвер

27 июня 2009 г.

 Вăраха кайнă алкоголизм час-часах пĕвер çĕресси патне илсе пырать. Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, эрех-сăра час-часах ĕçнине пула пĕвер çĕрме тытăнни çак чирпе чирлисен 30-50 проценчĕн паллă. Пĕвер ыратма пуçланине чылайăшĕ сăмакун-эрех таврашне нумай ĕçсе лартнă хыççăн туяççĕ. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ ку хăрушă чир çĕнĕрен аталанма е халиччен пулман çĕртенех пуçланма пултарать. Пĕвер çĕрнипе эрех-сăра ĕçсе иртĕхни хушшинче тỹрремĕнех тачă çыхăну пуррине сăнаса пĕлнĕ. Мĕнле чир вăл? Ку чир пĕвер клеткисемпе вĕсен функцийĕсем арканса пынипе çыхăннă. Пĕвер алкоголе пула çĕрсе пынине, çав чирĕн ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, сиплеме ансатрах. Мĕншĕн тесен сăмакун-эрех таврашĕ ĕçме пăрахсан çав хăрушă процеса (çĕрнине) чарса лартма пулать. Сăмакун-эрех таврашĕ яланах ĕçсе пурăннă чухне пĕвер клеткисем, этанол витĕм кỹнипе, хăйне евĕрлĕ белок (ăна алкоголĕн гиамен-фибрилярнăй белокĕ теççĕ) кăларма тытăнаççĕ. Ку вăл çын организмĕшĕн пачах та ют белок, унăн аутоантиген аталанма тытăнать, урăхла каласан, харпăр хăй организмĕн антигенĕ, унпа кĕрешме антитела текен япаласем тухма тытăнаççĕ. Çавăн чухне пулакан иммунитет комплексĕ малашне пĕвере кăна мар, ытти органсене те сиенлеме пултарать. Ку мĕншĕн çапла пулать? Ахаль чухне организма кĕнĕ алкоголĕн тĕп пайне пĕвер йỹçеклетсе кăларать, ытти пайне вара (вăл ытла та сахал виçепе) пỹрепе ỹпке кăлараççĕ. Паллах, ку чухне пĕверĕн ытла та нумай ĕçлеме тивет. Пĕвер клеткисем сиенленсен вара алкоголе организмран кăларассин хăвăртлăхĕпе витĕмлĕхĕ палăрмаллах чакаççĕ, ку процесс организмра кирлĕ пек пулса пыраймасть, алкоголь те чылай вăхăт хушши тытăнса юлать. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ тумалли анчах юлать: хăйне хăй çирĕп тытма пултарайман чирлĕ çын мĕн чухлĕ ытларах ĕçет, унăн организмĕ те инкеке çавăн чухлĕ ытларах тỹсет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика