Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре те, республикăра та палăрнă

27 июня 2009 г.

 "Вĕрентỹ" приоритетлă наци программи пурнăçа кĕме пуçлани 4 çул çитрĕ. Çак тапхăрта районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе чылай вĕренỹ заведенийĕсем палăрчĕç. Акă, 2006 çулта Курнавăшри, Елчĕкри, 2007 çулта Кушкăри, 2008 çулта Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем Раççейри конкурсра çĕнтерсе пĕрер миллион тенкĕлĕх грантсене тивĕçрĕç. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: вĕрентỹри çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе педагогсем те пуçаруллă. "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланă вăхăтра, 2006 çулта, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Портнова Раççей Президенчĕн премине, Çĕнĕ Пăвари шкулти С.Иванова Чăваш Республикин Президенчĕн премине илме тăратнă конкурсра çĕнтерчĕç. Вĕсен ырă хавхаланăвĕ ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăчĕ пулмалла _ çулсеренех хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшакан педагогсен йышĕ ỹссе пырать. 2007 çулта 7 вĕрентекен _ Курнавăшри шкулти В.Воронова, А.Ефимова, П.Кузнецов, А.Прохорова, Е.Светопольская, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулти Н.Левая, Çĕнĕ Пăвари шкулти Л.Турхан вĕрентекенсем Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне алла илчĕç, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ çĕрте усă курчĕç. Иртнĕ çул Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти С.Иванова, Ф.Скирдова, Т.Титова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти Н.Карчикова, Елчĕкри вăтам шкулти В.Левая, Курнавăшри вăтам шкулти Н.Круглова хăйсен ĕçтешĕсен ырă йăли-йĕркине малалла тăсрĕç. Кăçал та Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнисем йышлă. Патреккелĕнчи шкулти Г.Енейкина, Кивĕ Эйпеçри шкулти Р.Федорова, Елчĕкри шкулти А.Петрова, В.Николаев, Курнавăшри шкулти С.Кириллова, Ф.Порфирьева, Çĕнĕ Пăвари шкулти О.Викентьева вĕрентекенсем те ырă ята тивĕçлĕ. Ачасене воспитани парасси ясли-садран пуçланать. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшакансене хавхалантарасси те пурнăçа кĕчĕ. Акă, 2008 çулта Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнчи "Золотая рыбка" ача сачĕн воспитательне С.Лапинăна Чăваш Республикин Президенчĕ 10 пин тенкĕ парса хăвхалантарчĕ. Кăçал та хисепе çак ача садĕнчи Е.Аверьянова тивĕçрĕ. "Солнышко" ача сачĕ вара Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне илчĕ. Вĕренекенсем хушшинче те талантлă, пысăк ăс-тăнлă ачасем сахал мар. Вĕсене те хавхалантармалли майсем пур. Вĕсенчен пĕри _ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендийĕ. Çулсерен паракан премине 2006 çулта Н.Кувшинова (Кушкăри шкул), 2007 çулта А.Сусликов (Курнавăш), Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва), 2008 çулта Т.Федорова (Кивĕ Эйпеç), Е.Указова (Елчĕк) илме тивĕçрĕç. Малашне те çамрăксем хăйсен пултарулăхне кăтартасса шанса тăратпăр. Наци проектне пурнăçа кĕртессинче классен ертỹçисен пуçарулăхĕ те пысăк. Воспитани ĕçĕ вĕсенчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Классене ертсе пынăшăн хушма укçа тенкĕ тỹлеççĕ. Унсăр пуçне "Чи класлă класснăй" конкурс йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кунта Курнавăшри шкулти класс ертỹçисем палăраççĕ. Иртнĕ 2006-2008 çулсенче çак шкулти вĕрентекенсем республикăри конкурсра çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика