27 июня 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕ ял çыннин пурнăçне, клуб учрежденийĕсен ĕç-хĕлне улăштарма пулăшмалла. Унпа килĕшỹллĕн, пĕр тăрăхра вырнаçнă культура учрежденийĕсене пулăшу пахалăхне çĕнĕ шая çитерме, чи пултаруллă вăйсене пĕрлештерме май килĕ. Программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне республика культурăпа кану учреждени-йĕсене сасă вăйлатмалли, çутă, видеопроектор оборудованийĕсемпе, музыка произведенийĕсене аранжировка тумалли программăпа тивĕçтерекен компьютерпа, лазер принтерĕпе, сканерпа, сцена костюмĕсен комплекчĕсемпе, сцена илемлетмелли хатĕрсемпе тивĕçтерет. Муниципалитет тытăмĕсем вара юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, çуртсемпе пỹлĕмсене çĕнетеççĕ, сĕтел-пукан туянаççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ. Районта ку енĕпе ырă тĕслĕх пур. Кăçал Курнавăшри культурăпа информаци центрне, Елчĕкри культурăпа кану центрне уçнă. Халĕ Патреккелĕнчи культура çуртне çĕнетесси малалла пырать. Кунта юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Территорие тирпей-илем кĕртесси те тивĕçлĕ шайра. Çитес çул Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрне, Аслă Таяпари, Аслă Елчĕкри культура çурчĕсене те çĕнетесшĕн. Çакă ялăн социаллă чĕрĕлĕвне вăй, çынсен хутшăнăвне чунлăх кỹме май парĕ.