Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат-журналпа туслă

27 июня 2009 г.

 Турханта пурăнакан Аркадий Иванович Пупина пирĕн районта пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. 83 çулпа пыракан ĕçпе вăрçă ветеранĕ хăйĕн ĕмĕрĕн 40-е яхăн çулне выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешес ĕçе панă. Ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" хисеплĕ ятпа, "Хисеп Палли" орденпа, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. 25 çул район Совечĕн депутачĕ, 20 çул "Урожай" колхозри партбюро секретарĕ пулнă. Ветеринари врачĕн профессине Аркадий Иванович ăнсăртран суйласа илмен. Унăн ашшĕ Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче ветеринар пулса ĕçленĕ. Ывăлĕ те çак çулпах кайма шутланă. Анчах çитĕнсе çитнĕ-çитмен алла пăшал тытма тивнĕ. Кавалери çарĕнче службăра тăнă, вăрçă хыççăн çарта ветеринари фельдшерĕсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă. Тăван яла таврăнсан малтанах Елчĕкри ветеринари станцийĕнчи аптека заведующийĕнче, Тăрăмри колхозра ветеринарта ĕçленĕ. Куçăмсăр майпа Загорскри ветеринари техникумĕнчен, Хусанти ветеринари институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. 50-мĕш çулсен варринчен пуçласа 1991 çулччен Çĕнĕ Пăвари ветеринари пунктне, участокне ертсе пынă. Аркадий Иванович чăн-чăн выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулнипе палăрса тăнă. Вĕсене чиртен сиплес, чир-чĕре асăрхаттарас енĕпе республикăри чи лайăх ветврачсен йышĕнче пулнă. Колхозсен, уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхне сиплеме вăхăтне те, вăйне те шеллемен. Эпир Аркадий Иванович Пупин патĕнче çу пуçламăшĕнче выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕпе А.Скворцовпа пĕрле пултăмăр. Александр Авксентьевич ветеринари станцийĕнче ĕçлесе пенсие тухнă ветерансен пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Хальхинче те пурнăç çинчен илтсе пĕлнĕ май мăшăрĕ, Лидия Сергеевна, çапла каларĕ: "Аркадий Иванович хăйĕн ĕçне манаймасть-ха. Ĕлĕкхи йăлапа чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхма чĕнекенсене хирĕçлемест, кайса килет". Çакăнта Аркадий Ивановичăн пĕтĕм характерĕ, кăмăл-туйăмĕ палăрать. Эпир А.И.Пупин патне кайнин сăлтавĕ çакăнта. Ветеринари станцийĕ хисеплĕ ветерана хăй шутĕнчен "Хыпар" хаçат çырăнтарса панă. А.Скворцов çакна ĕнентерекен квитанцие пачĕ. Район хаçатне те Аркадий Иванович çемйинче çур ĕмĕр çырăнса илеççĕ. Çак ятпа та саламларăмăр ветерана. Çемье хаçат-журналпа тахçантанпах туслă. Совет саманинче вăл 10-12 экземпляр илсе тăнă. Халĕ те кашнийĕн хăй килĕштерекен хаçат е журнал пур. "Хыпар", "Елчĕк ен", "Аргументы и факты" хаçатсене пурте юратса вулаççĕ. Ывăлĕпе кинĕ, пĕчĕк мăнукĕсем валли "Радио", "Русский язык в школе", "Тетте" журналсем çырăннă. Каçхине, çуллахи кун пушă вăхăт тупăнсан, Пупинсем çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ. Аркадий Ивановичăн ĕлĕкрен тытса пыракан йăли-йĕркине _ хаçат-журналпа туслă пулассине çемьери çамрăксем малалла тăсаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика