24 июня 2009 г.
Тăван тавралăхра тасалăх хуçаланни хамăршăн пулнине юлашки çулсенче аванах ăнкарма пуçларăмăр. Ялсенчи урамсем, 10-15 çул каяллахи пурнăçпа танлаштарсан, палăрмаллах тасалчĕç, хуçалăхсен умĕнче унчченхи пек ытлашши япаласем сапаланса выртмаççĕ. Пахчасенче тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ỹсеççĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан хуçалăхсем кашни ялтах пур. Елчĕк ялĕнчи Çамрăксен урамĕнчи Владимирпа Ирина Егоровсен çуртне, ун таврашĕнчи тасалăха тата капăрлăха асăрхамасăр иртме çук. Хуçалăх умĕнче те, шалта та пĕр ытлашши япала кураймăн, чечекрен пуян пахчара пĕр çум пĕрчи тупаймăн. Çулсеренех йышлă чечек çитĕнтерет Ираида Вячеславовна. Пахчана анчах мар, ун умĕнчи лаптăка та лартнă вĕсене илеме кăмăллакан хĕрарăм. _ Хальлĕхе розăсем анчах çеçке çурчĕç-ха. Ыттисем çывăх вăхăтра чечеке лармалла, _ кăмăллăн пĕлтерет вăл. Çак урамра тасалăхпа, капăрлăхпа палăрнă çуртсем татах та пур. С.Кузнецова, А.Скворцов çурчĕсен умĕсем те çулсеренех тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе çунса лараççĕ. Иртен-çỹрен çын хуçасене палламасан та кунта ĕçе, пурнăçа юратакансем пурăннине тỹрех ăнкарĕ. Çакăн евĕр çынсен çурчĕсем умĕпе утнă май пуçа ирĕксĕрех Чăваш Президенчĕн Патшалăх Канашне янă çырури йĕркесем кĕреççĕ: "Чăваш Енре çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ: енчен те çурт хитре пулсан, садĕнче, кил-çурт çумĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан унта хисепе тивĕçлĕ чăн-чăн хуçа пурăнать, унпа ĕçлеме пулать".