Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх уйăхлăхĕ

24 июня 2009 г.

Ачасем _ пирĕн пуласлăх. Вĕсен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн тăрăшасси, тивĕçлĕ воспитани парасси, тавра курăмне аталантарасси _ ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Анчах та чылайăшĕ çакна ăнланасшăн та мар. Хаяр шĕвекпе туслашнă, ниçта та ĕçлемен ашшĕ-амăшне ача шăпи пĕрре те интереслентермест. Çавăн пек ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ним айăпсăр ачасем хĕн-хур кураççĕ, тĕрлĕ сăлтава пула ыттисемпе тан çитĕнеймеççĕ. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен ыр кăмăллăх уйăхлăхĕ ирттерет. Ыр кăмăллăхăн тĕп тĕллевĕ _ халăхран ача-пăча тумтирĕ, атă-пушмак, кĕнекесем пуçтарса нушаллă çемьесене пулăшасси. Пулăшма кăмăл тăвакансене Елчĕкри Пушкин тăкăрлăкĕнчи 8-мĕш çуртра хапăл туса кĕтетпĕр. Ырă çынсем çакăн пек çемьесене пулăшасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика