24 июня 2009 г.
Елчĕкре район халăхĕн хаваслă уявĕ Акатуй шавлăн кĕрлесе иртрĕ. Ăна "Ырсамай" кану паркĕнче ирттерме пуçлани нумаях пулмасть-ха. Чăннипех лайăх вырăн вăл. Улăхăн пĕр енче Таяпинка шывĕ юхса выртать, сăртран асфальт çул иртсе каять. Юхан шыв хĕррипе çамрăк чăрăшсем ỹсеççĕ. Улăхран хăпаракан сăрт ем-ешĕл курăкпа витĕннĕ. Темиçе пин çын утса çỹресен те ниçта тусан пĕрчи вĕçни туйăнмасть. Çулсем ватă еннелле сулăннă пулсан та мăшăрпа иксĕмĕр Акатуйне çитсе куртăмăр. Мĕн чухлĕ халăх хĕвĕшет. Тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе витĕннĕн туйăнчĕ Акатуй ирттерекен вырăн. Темĕн чухлĕ халăх пулсан та кунта питĕ ирĕк, саркаланса утса çỹреме пулать, пур çĕре те çитсе курма май пур. Юрланине, ташланине курас тесен саксем пур. Нумайăшĕ сăртри çерем çине вырнаçнă та унтан пăхса лараççĕ. Кирек кам та çак вырăнти илеме курса савăнчĕ пулĕ. Тем çỹллĕш фонтан пĕрĕхет, шыв паракан уçлăхра сывлама çăмăл. Дирижабль сывлăшра вĕлтĕртетсе тăрать. Ватăсен кăмăлне те çапла çĕклентерчĕ пулсан, çамрăксемшĕн вара асран тухми уяв пулчĕ Акатуй. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ тесе çырнă палатка патĕнчен иртсе пынă чухне пире чĕнсе илчĕç те уяв сĕтелĕ хушшине лартрĕç, ака пăтти çитерчĕç, тем тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç, пĕр пус укçа илмерĕç, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Çак уяв сĕтелне хатĕрлеме вара Таяпа Энтринчи А.В.Петров фермер спонсор пулса пулăшнă иккен. Маншăн тĕлĕнмелли вара милици ĕçченĕсем шап-шурă тумпа çỹрени пулчĕ. Йĕрке хуралçисене тарăхтаракансем те пулмарĕç пулĕ ярмăрккăра. Ỹсĕр, çапкаланса çỹрекен çын та çук пек туйăнчĕ çак культурăллă вырăнта. Ĕлĕкхи ярмăрккăпа танлаштараймăн хальхине, пур мероприяти те çỹллĕ шайра иртрĕ, мĕншĕн тесен вырăнĕ питĕ ирĕк. Ĕлĕк ăçта пырсан та тăвăрччĕ, пĕр-пĕрне хупăрласа тăнипе ним те курма çукчĕ. Концертне те ура çинче тăрсах кураттăмăр, питĕ ывăнаттăмăр. Кăçал канса ларса Акатуй ирттернине куртăмăр, шăрăх пулсан та ывăнмарăмăр. Тепĕр темиçе çултан вăрман пулса каять ку вырăнта, халь йывăçсем çамрăк-ха. Ĕлĕкрех, эпир çамрăк чухне, çак улăхра выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтетсе çỹретчĕ, ним илемĕ те çукчĕ, халь пăхсан чăн-чăн кану паркĕ. Район пуçлăхĕсем пуçаруллă пулни савăнтарать.