24 июня 2009 г.
Район пуçлăхĕ Н.Миллин канашлура чи малтанах Елчĕкри коммуналлă хуçалăх предприятийĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Предприятин парăмĕсем пысăк. Çав вăхăтрах ăна хăйне пурнăçланă ĕçсемшĕн, пулăшусемшĕн тỹлемен предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем тỹлемелли укçа-тенкĕ сумми чылай пуçтарăнса кайнă. Хăш-пĕр организацисене пĕтернĕ. Вĕсен парăмĕсем вара юлнă. Коммуналлă предприяти парăмсене вăхăтра шыраса илмен. Хальхи вăхăтра обществăлла çуртсенче пурăнакансем хваттер укçине, электроэнергипе, шывпа усă курнăшăн çийĕнчех тỹлемен тĕслĕхĕсем йышлă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин предприятисемпе организацисен ертỹçисене коммуналлă хуçалăха парăмсене кĕске вăхăтра тỹлесе хăварма хушрĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина выльăх апачĕ хатĕрлес, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене пăсса тĕш тырă культурисене 3 пин гектара яхăн акнă. Анчах та выльăх апачлĕх культурăсене пĕл-тĕрхинчен кая мар _ 6 пин тонна утă, 32 пин тонна сенаж хатĕрлеме палăртнă. Хальлĕхе 2100 тонна утă, 3200 тонна сенаж хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пур хуçалăхра та пырать. Н.Ильина тата Н.Миллин сенаж хывма пуçăнас умĕн траншейăсене лайăх тасатманни, стенасене шуратманни выльăх апачĕн пахалăхне чакарнине, çак çитменлĕхе пĕтермеллине палăртрĕç. Районти хуçалăхсем куллен кашни ĕнерен 19,1 килограмм, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,5 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Сăвăм "Победа", "Прогресс", "Рассвет" хуçалăхсенче пысăк. Анчах лайăх пахалăхлă сĕт сутайманни пирки районти хуçалăхсем нумай укçа-тенкĕ çухатаççĕ. Фермăсенче сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарни, ăна сивĕтсе Шупашкарти заводсене сутни çеç сĕт хакне ỹстерме май парĕччĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый шкулсенче экзаменсем вĕçленни, çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче ăсату каçĕсем ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ, çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкре Çамрăксен кунне ирттермелли программăпа паллаштарчĕ. Канашлура çавăн пекех çул-йĕр тăвас, 2009 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал сарас тата ытти ыйтусене хускатнă.