Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă хыпарпа таврăннă

20 июня 2009 г.

Ырă хыпарпа таврăннă Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Фармация" патшалăх унитарлă предприятин "Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека" филиалĕн коллективне ырă хыпар çитнĕ. Фармацевтсен республикăри конкурсĕнче аптекăри хатĕр эмелсене сутакан пай ертỹçи Людмила Алексеевна Такина фармацевт виççĕмĕш вырăна тухнă. Кĕтмен хыпар пулман çакă коллектившăн. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви, "Фармация" предприяти, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕ çулсеренех ирттерекен "Чи лайăх фармацевт" конкурса коллективра маларах хатĕрленме пуçăннă. Условисемпе килĕшỹллĕн, Л.Такина фармацевтăн пĕр кунхи ĕç-хĕлĕ пирки видеофильм ỹкернĕ. Жюри членĕсем ăна пысăк хак панă. Ытти участниксем конкурса тăратнă видеофильмсенче вырăсла калаçнă пулсан, Людмила Алексеевна вара наци чĕлхине мала хунă. Тĕрлĕ енлĕ иртнĕ конкурс: участниксем ыйтусем çине те хуравланă, практика ĕçĕсене те пурнăçланă. Çапах та унăн тĕллевĕ халăха эмелсемпе тивĕçтерессинче, фармацевтика пулăшăвĕ парассинче малти ырă опыта сарасси, çакăнта ĕçчен ăсталăхне палăртасси пулнă. Л.Такина конкурсра хăй чăннипех ĕçлеме, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кăтартса панă. Ульяновскра фармацевтика училищине пĕтернĕ хыççăн 23 çул аптекăра ĕçленĕ фармацевтăн чăннипех ăсталăхĕ пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика