20 июня 2009 г.
Кашни кун Чăваш Енри больницăсене 45 литр юн кирлĕ. Раççейре кашни 1 пин çын пуçне _ 14, Чăваш Енре 18 донор тивет. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне юнран хатĕрленĕ препаратсемпе, компонентсемпе туллин тивĕçтерес тесен, 1 пин çын пуçне 40 донортан кая мар кирлĕ. Çак цифрăсем юн парас службăна аталантарма хистеççĕ те. Çавăнпа Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствипе федерацин медицинăпа биологи агентстви 2008-2012 çулсенче Юн службине аталантармалли патшалăх программине йышăннă. Унăн тĕллевĕ _ донорлăх сăваплăхĕ пирки халăха ăнлантарса парасси, вĕсен йышне тăма хавхалантарасси, юн илекен станцисен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетесси, хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатасси. Паллах, паянхи кăткăс оборудованиллĕ центрсем юн паракан пулмасан хăйсем тĕллĕн нимĕн те тăваймĕç. Донорлăх _ пĕтĕм çĕршыв ĕçĕ, халăхăн ăс-хакăлĕн, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕн тĕп хаклавĕ. Çул-йĕр çинчи инкекре, операци вăхăтĕнче юн питĕ кирлине пурте лайăх чухлатпăр. Енчен те унăн пĕр компоненчĕ пулмасан çын пурнăçне çăлса хăварма май килмест. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра патшалăхăн Юн службине аталантармалли программăна пурнăçа кĕртессипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Сывлăх сыхлавĕн "Республикăри юн илекен станци" патшалăх учрежденийĕн Канашри уйрăмĕн 8-9 çынран тăракан бригади кашни уйăхрах тĕп больницăна е пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ вырнаçнă ялсене килет. Пирĕн районта пурăнакансенчен ирĕклĕ майпа донорсен йышне тăма кăмăллакансем сахал мар. Уйăхсерен вăтамран 80-100 çын хăйĕн юнне парать, чирлĕ çынсен пурнăçне çăлас сăваплă ĕçе хутшăнать. Иртнĕ кунсенче те районти тĕп больницăра юн илекен станцин ĕçченĕсем пулчĕç. 90 донор хутшăннă пархатарлă ĕçе. Вĕсенчен ытларахăшĕ медицина ĕçченĕсем _ 35 çын. Ĕнел ялĕнче пурăнакансем, çар комиссариачĕн, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем те ырă ята тивĕç. Хăйĕн ỹтĕнче чупакан юна чирлĕ çынпа пайлани пархатарлăх кăна мар, çакă _ мухтава тивĕçлĕ утăм, паттăрлăх. Районти учрежденисемпе организацисенче, предприятисемпе хуçалăхсенче ĕçлекенсем ырă та сăваплă ĕçе малашне тата активлăрах хутшăнасса шанатпăр.