20 июня 2009 г.
Нумай çул ỹсекен курăксене çулса утă, сенаж хатĕрлеме вăхăт çитрĕ. Курăка çамрăк чухне çулса сенажа хывсан унăн энергийĕ, ирĕлеслĕхĕ пысăк (68-70 процент). Курăк ватăлса пынăçем унăн тутлăлăхĕ (энергийĕ) кашни кун 1 единица, ирĕлеслĕхĕ те чакать. Кун пек курăкран 1-2-мĕш класлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май çук. Выльăх апачĕн пахалăхĕнчен выльăхсен продуктивлăхĕ анчах мар, вĕсен сывлăхĕ, ĕрчеслĕхĕ, ĕмĕрĕ, юлашкинчен производствăн рентабельлĕхĕ нумай килет. Çавăнпа выльăх апатне пур енлĕн пахалăхлă тăвассишĕн тăрăшмалла. Паянхи кун тĕлне мĕн пур хуçалăхра тенĕ пекех, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсăр пуçне, выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăннă. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Эмметево" хуçалăхсенче утă, сенаж хываççĕ, ыттисенче утă хатĕрлеççĕ. Ĕçе пуçăниччен сенаж хуракан вырăнсене тасатса, плитисене юсаса, шуратса хуни кирлĕ. Вăл нумай çĕрте пурнăçланман-ха. Тасатман вырăнсенче кирлĕ мар бактерисем ĕрчеççĕ, апата пăсаççĕ. Сенаж, силос пахалăхне лайăхлатма вĕсене хунă чухне закваскăпа усă курни вырăнлă. Вăл курăка консервлассине хăвăртлатать, кирлĕ бактерисене ĕрчеме пулăшать. Нумай чухне сенажа хывакан курăкăн нỹрĕклĕхĕ 50-55 процентран пысăкрах пулса каять _ ун пек чухне закваска усси тата пысăкрах. Паянхи кун "Комбайн", "Сатурн" хуçалăхсем сенаж хывнă çĕрте закваскăпа усă кураççĕ _ ăна насос-дозаторпа пĕр тикĕс сапаççĕ. 8 хуçалăх ("Марс", "Рассвет", "Яманчурино", "Свобода", "Труд", "Колос", "Урожай", "Эмметево") закваска çителĕклĕ кỹрсе килнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессинче пĕтĕм ĕçе технологие пăхăнса ĕçлесен анчах апатăн пахалăхĕ пулĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессин рентабельлĕхĕ ỹсĕ.