Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майне пĕлсе ĕçлеççĕ

20 июня 2009 г.

"Эмметево" ОООра, районти ытти ял хуçалăх предприятийĕ-сенчи пекех, хальхи вăхăтра хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. 650 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка çулса утă, сенаж хываççĕ. Сахал яваплă юлташлăх директорĕ Юрий Лапшин выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте Олег Лапшинпа Вячеслав Львов, Аверьяновсем: ашшĕ _ Виталий, ывăлĕ _ Сергей тăрăшса ĕçленине палăртать. Хура пусă лаптăкне кирлĕ шайра ĕçлесе хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Пурĕ 253 гектар лаптăка иртнĕ кунсенче иккĕмĕш хут кăпкалатса хăварчĕç. Малтанхи хутĕнче çак ĕçе Венарий Захаров механизатор, кăçал вăл районта ака чемпионĕ те пулчĕ, пурнăçларĕ, палăртнă лаптăкăн иккĕмĕш хутне Владимир Клечков ĕçлесе хатĕрлерĕ. Хура пусă лаптăкне ĕçе кĕртесси ял хуçалăх предприятийĕнче кал-кал, çỹллĕ шайра пулса пынин тĕп вăрттăнлăхĕ энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техникăпа усă курса ĕçленинче тесе палăртать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Олег Карсаков. Чăннипех, юлашки çулсенче сахал яваплă юлташлăхра уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте май пур таран хăватлă ял хуçалăх техникипе усă курма тăрăшаççĕ. Хура пусă лаптăкĕн пĕрремĕш хутне БДМ 3х4, БДМ 4х4, БДМ 2х4 дискаторсемпе ĕçлесе хатĕрленĕ, лаптăкăн иккĕмĕш хутне сухалама БДМ 2х6 дискаторпа усă курнă. Хура пусă лаптăкĕн виççĕмĕш хутне ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн 103 гектар çине выльăх апачлĕх культура, ытти лаптăка кĕрхи тулă акса хăварма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика