17 июня 2009 г.
Кĕркунне кăна мар, çулла та туйсем нумай кĕрлеççĕ. Çамрăк мăшăрсене хăйсене пĕтĕм енчен туллин кăтартма май пур-çке. Çавăнпа ЗАГСăн районти пайĕн çурчĕ умĕнче кашни кану кунĕсенчех илемлетнĕ автомашинăсене курма пулать. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма кăмăлланă каччăсемпе хĕрсем савăнăçлă саманта кĕтеççĕ. Раççей кунĕнче хăйсен шăпине 9 çамрăк мăшăр пĕрлештернĕ. Çак кун Кушкăра, Аслă Таяпара, Аслă Пăла Тимешĕнче, Аслă Елчĕкре, Çĕнĕ Пăвара, Патреккелĕнче туйсем кĕрленĕ. Халь-лĕхе çамрăк 61 çемье, иртнĕ çулхинчен 4 ытларах, чăмăртаннă. Çĕртме _ утă уйăхĕсенче тата 17 çемье йĕркеленесшĕн.