10 июня 2009 г.
2009 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексри çул-йĕр йĕркипе çыхăннă статьясене улшăнусем кĕртнĕ. Çак улшăнусем водительсемпе çуран çỹрекенсене тата та тимлĕрех пулма хистеççĕ. Мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ха Кодексра? Çуран çỹрекене, велосипедпа пыракана е çул-йĕрĕн ытти участникне ятарлă вырăнта çул урлă каçма чăрмантарнăшăн водителе маларах 100 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ е асăрхаттарнă, халĕ штраф виçи 800 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран. Пассажирсене илсе çỹрес йĕркене пăхăнманшăн 500 тенкĕ штрафлаççĕ (маларах 100 тенкĕ пулнă). Çул-йĕр йĕркине çуран çỹрекен, пассажир, велосипедист е çул-йĕрĕн ытти участникĕ пăхăнмарĕ пулсан вĕсене асăрхаттарма е 200 тенкĕ штраф тỹлеттерме ирĕк пур (маларах штраф виçи 100 тенкĕпе танлашнă). Кодексра пуçласа çакăн евĕр административлă яваплăх пăхса хăварнă _ транспорт хатĕрне çул урлă çуран каçса çỹремелли вырăнта сăлтавсăрах чарнăшăн, е машинăна тăратса хунăшăн асăрхаттараççĕ е 300 тенкĕ таран штрафлаççĕ. Чарăну йĕркине пăхăнманшăн, çуран çỹрекене чăрмантарса тротуар çине машинăна тăратса хунăшăн та маларах асăннă евĕр айăплав кĕтет. Пассажирсене турттармалли йĕркене пăснăшăн, вĕсене машина е трактор прицепĕсем çине (е юраман ытти вырăна) лартнăшăн водителе маларах 100-300 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ пулсан, халĕ çакăншăн 500-700 тенкĕ штрафлаççĕ. Айăплавсем çирĕпленсех пыраççĕ пулсан та, çул-йĕр йĕркисене пăхăнманнисен йышĕ чакмасть. Вулакана танлаштарса пăхма сĕнес килет. Районти миравай суд 2007 çулхи 6 уйăхра 193 административлă ĕç, 2008 çулхи çур çулта 241 ĕç пăхса тухнă, кăçалхи 5 уйăхра анчах вĕсен шучĕ 199-па танлашнă (хальлĕхе 181 ĕçне пăхса тухнă). Çак 181 ĕçрен çурри çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă. 2009 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕччен çул-йĕр йĕркине пăхăнман 90 çынна айăпланă, çав шутран руль умне ỹсĕрле ларнăшăн _ 19 çынна, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн _ 17, йĕркене пăсса хирĕç çул çине тухнăшăн 14 çынна айăпласа транспорт хатĕрĕпе çỹремелли правасăр хăварнă. ДТП вырăнĕнчен пăрахса кайнăшăн 11 çынна айăпланă, çав шутран 10-шне административлă майпа арестленĕ, пĕрне транспортпа çỹремелли правасăр хăварнă. Правине туртса илнĕ пулсан та руль умне ларнăшăн, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине хирĕçленĕшĕн _ 5, правасăр е правине туртса илнĕ хыççăн руль умне ỹсĕрле ларнăшăн 14 водителе административлă майпа арестленĕ. Хăвăртлăха палăртнă виçери сехете 60 çухрăм ытла ỹстернĕшĕн _ 1 çынна, ятарлă ирĕк, пропуск памасăр пысăк габаритлă е йывăр виçеллĕ груз турттарнăшăн _ 1, маларах иртме ирĕк пур транспорт хатĕрĕсене ирттерсе яманшăн _ 1, чукун çул урлă ятарлă вырăнтан, е кирлĕ вăхăтра каçманшăн 2 çынна штраф парса хăварнă.