10 июня 2009 г.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсенчи тыр-пул ăстисем хăйсен умне тата çирĕпрех тĕллевсем илеççĕ: пурĕ 50 000 тонна тĕш тырă, 57,5 пин тонна çĕр улми пухса кĕртмелле. Палăртнине ăнăçлă пурнăçа кĕртес тĕллевпе кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13508 гектар (иртнĕ çулхинчен 1000 гектар ытларах), кĕрхи культурăсене 6651 гектар акнă, 1009 гектар çинче çĕрулми лартса хăварнă. Чи пĕлтерĕшли _ ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата агротехника хушнине çирĕп пăхăнса пурнăçласа хăварма пултарни. Çанталăкĕ те ял çыннине хирĕçле пулмарĕ. Шăпах кирлĕ вăхăтра çумăр çуса тăчĕ. Çавна май калчасем хăвăрт ỹссе вăй илчĕç. Халĕ вара хирсенче пулса курма кăмăллă. Районти агрономсем парка та тикĕс çитĕнекен культурăсенчен кăçал иртнĕ çулхинчен те ытларах тухăç илме май пуласса çирĕплетеççĕ. Мĕншĕн тесен кĕркуннеренех çирĕп тымар ярса юлнă кĕр тыррисем сиенленмесĕр хĕл каçнă, анасене пăсса акманпа пĕрех. Çуркунне пĕтĕм лаптăка минераллă удобренипе апатлантарни кĕрхи культурăсене тата çирĕпрех ỹссе аталанма май панă. Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çирĕпленнине, палăрмаллах лайăх енне улшăннине пурте куратпăр. Çакна тума "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ те нумай пулăшнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи техника паркĕсене çĕнĕ йышши энергие перекетлекен ял хуçалăх машинисемпе пуянлатрĕç. Тăпра пулăхне лайăхлатас тĕл-левпе минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана çум курăкран, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе ядохимикатсемпе, унсăр пуçне, ỹсен-тăрана ỹсме май паракан уйрăм препаратсемпе усă курасси палăрмаллах ỹснĕ. Хальхи вăхăтра районта ял хуçалăх культурисене минераллă удобренипе апатлантарман, çум курăкран, тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлесе им-çампа усă курман хуçалăхсем те çукпа пĕрех. Агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлесси, çĕр ĕç культури ỹссе пырать. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çĕр ĕç культурисене туса илессинчи кăтартусене çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ. Çакна шута илсе вĕсен ĕçне кăçал уйрăммăн хаклама йышăннă. 4-5 çул каялла çĕрсем акăнмасăр юлнă тĕслĕхсем те пулнă. Хальхи вăхăтра çапла калаймăн, район территорийĕнче пĕр пусăм çĕр те усăсăр выртмасть. Хăвăлçырма тата Кỹлпуç ялĕсен территорийĕнче темиçе çултанпа сухаланмасăр выртнă 810 гектар çинчи лаптăка çĕнĕ ял хуçалăх предприятийĕ _ "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма ĕçе кĕртрĕ. Кунти пĕтĕм ĕçе çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникипе (вĕсенчен ытларахăшĕ ют çĕршывра туса кăларнисем) пурнăçлаççĕ. Çĕр улми туса илессинчи ĕçе те Голланди технологийĕпе усă курса комплекслă йĕркелесе пыраççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленине кура ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Рабочисене хăйсен шалăвĕ тивĕçтерет. Мĕншĕн тесен вĕсем çирĕплетсе панă участоксене ирхине 4 сехетрен юлмасăр тухаççĕ те каçхине 9-10 сехетчен ĕçлеççĕ. 2-3 çул каялла япăххисен ретĕнче тăнă "Родник" хуçалăха ДПМК "Яльчикская" производство кооперативĕпе пĕрлештернĕ хыççăн лару-тăру тĕпрен ырă енне улшăнчĕ. Кăçал вĕсен техника çитменшĕн пачах пăшăрханма тивмен. Çавна май çурхи уй-хир ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварнă. Ял хуçалăх культурисене апатлантарма 70 тонна яхăн минераллă удобренипе усă курнă. Çĕр ĕç культурине пăхăнса ĕçлени те куç умĕнче: ана хĕррисем тỹрĕ, çулсем тикĕс. "Нива" агрофирма" ОООра та çĕр ĕç культури ỹссе пырать. Иртнĕ çул кунта 400 гектар ытла çĕр лаптăкĕ акăнмасăр юлнă пулсан, кăçал пĕтĕм анана ĕçе кĕртнĕ. "Клевер" ОООра та юлашки çулсенче çĕр ĕç культурисене туса илессинче энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техникăсемпе анлăн усă кураççĕ. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, кунта элита вăрлăхсемпе ытларах усă кураççĕ, çĕре минераллă удобрени хывассин калăпăшне ỹстернĕ, ỹсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен, çум курăкран хỹтĕлессине комплекслă майпа йĕркелесе пыраççĕ. "Победа" ЯХПК, "Нива" агрофирма" ООО, "Клевер" ООО, "Эмметево" ООО, "Урожай" ООО, "Яманчурино" ООО "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Свобода" хуçалăхсен шайĕнче ĕçлесе пыма тытăнни те чăннипех савăнтарать. Çавна май районти комисси членĕсене камăн уйĕ чи лайăххине палăртма та çăмăл пулмарĕ. Нумай шутланă хыççăн ака комплексĕсем хушшинче акционерсен "Прогресс" обществи, ака отрячĕсем хушшинче "Клевер" ООО чи лайăх ĕçленине палăртрĕç. Комисси членĕсен йышăнăвĕпе кунта хутшăннисем пурте килĕшрĕç. Тĕрĕслев ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă.