Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çимĕк каçĕнче _ тĕрлĕ ăмăрту

10 июня 2009 г.

Çимĕк каçĕнче Шуршу ялĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă А.Волковпа В.Муллин çамрăксене асăнса виççĕмĕш çул ĕнтĕ спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Чи малтанах арçынсемпе каччăсем хушшинче мини-футбол вăййи иртрĕ. Вăйă çамрăксем аслисенчен 4:2 шутпа выляса илнипе вĕçленчĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем канат туртрĕç. Ку ăмăртура Çĕнĕ кас хĕрĕсем маттуртарах пулчĕç. Кире пуканĕ çĕклес енĕпе В.Степанов, Д.Михайлов пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Çăмăл атлетикăра М.Михайловăпа И.Егорова палăрчĕç. А.Егоров турник çинче пуринчен те ытларах туртăнма пултарчĕ. Куçса çỹрекен кубока çамрăксен команди çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçĕсене уява йĕркелекенсем _ Алексейпе Николай Афанасьевсем парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Спорт вăййисем хыççăн ял халăхĕ Шуршури культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ концертпа киленчĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика