10 июня 2009 г.
Çимĕк тата Таса Троица кунĕсенче тăван ене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем нумай килеççĕ _ пĕр-пĕрне, пиртен уйрăлса кайнă çынсене нихăçан та манмалла мар. Çак вăхăтра шкултан пĕрле вĕренсе тухнисем те тĕл пулусем ирттереççĕ. Тăрмăш шкулне çирĕм пилĕк çул каялла пĕтернĕ _ Тăрмăш, Тăрăм, Хĕрлĕçыр ялĕсенчи выпускниксем те аса илỹ каçне йĕркелерĕç. Икĕ класра вĕреннĕ 45 вĕренекенрен кашниех маттур, хастар. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ вĕсем. В.Трофимов, сăмахран, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн редакципе издательство пайĕн, О.Мясников _ "Рассвет" ЯХПКн ертỹçисем, С.Баймушкин _ çак хуçалăхăн паллă механизаторĕ, Н.Тимофеев _ энергетикĕ, А.Щербаков, А.Кириллов Шупашкарти организацисен участок мастерĕсем, Н.Егорова (Коновалова) _ Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕн кассирĕ, Н.Григорьев _ уйрăм предприниматель... Вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, малашлăха хăюллăн утаççĕ. Тĕл пулăва хутшăннисем Тăрмăш шкулĕн пуласлăхне шанса хăйсем кунтан вĕренсе тухнăранпа 30 çул çитнине çакăнтах уявлама калаçса татăлчĕç.