10 июня 2009 г.
Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен каякан çын мĕне шанма пултарать? О.ПАВЛОВА. Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен кăларса яма сăлтав пулмалла: предприяти реорганизацийĕ, экономика условийĕсем йывăрланни. Ĕç параканăн кашни çынна унăн должноçне чакарасси пирки икĕ уйăх маларах çырса пĕлтермелле, ăна предприятири пушă вакансисене, çав шутра пĕчĕкрех должноçсене те сĕнмелле. Енчен те вăл ĕç параканăн сĕнĕвĕпе килĕшмесен _ хирĕç пулнине çырса çирĕплетмелле. Ĕçрен хăтарнă хыççăн гражданина икĕ уйăх шалу тỹлеççĕ. Икĕ эрне иртиччен унăн ĕçпе тивĕçтерекен службăра шута тăмалла. Енчен те штата кĕскетнипе ĕçрен кăларса янă çынна пĕр уйăхра тивĕçлĕ ĕç тупса параймасан малтанхи хуçан ăна каллех уйăхри вăтам шалу чухлĕ тỹлеме тивет. Çыннăн пĕлĕвĕпе, профессийĕпе, квалификацийĕпе пĕр килекен ваканси пулманни пирки справка çырса парать вăл. Çакăн хыççăн тин ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕ тỹлеме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ декретлă отпускра. Утă уйăхĕнче эпĕ ĕçленĕ организацин лицензи срокĕ тухать, çавна май вăл ĕçлеме те чарăнать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта манăн мĕнле учета тăмалла, мĕнле документсем хатĕрлемелле? М.ЧУМЫРКИНА. Хăвăра килĕшекен ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен центра эсир кирек хăш вăхăтра та пыма пултаратăр. Ĕçе тухма хатĕр пулсан тата çулталăк çурăна çитмен ачана пăхнăшăн пособи илместĕр пулсан анчах сире учета илеççĕ. Гражданина ĕçсĕр пулнине çирĕплетме çак документсем кирлĕ: паспорт, ĕç кĕнеки, професси квалификацийĕ пуррине ĕнентерекен документ, юлашки ĕç вырăнĕнче юлашки виçĕ уйăхра пулнă вăтам ĕç укçи çинчен справка. Ĕçпе тивĕçтерекен центр явăçтаракан обществăлла ĕçсене хутшăнмасан? Т.ИВАНОВА. Сĕнекен обществăлла ĕçсене хутшăнма икĕ хутчен хирĕçлесен сире 3 уйăх таран пособи укçине тỹлемессе пултараççĕ. Уйрăм предприниматель патĕнче 5 уйăх ĕçленĕ хыççăн хам ирĕкпе унтан кайрăм. Ĕçлени çинчен ĕç кĕнекинче палăртнă, пенси фондне тỹлевсене куçарса пынă. Вăтам ĕç укçи 8500 тенкĕпе танлашнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнĕ чухне пособи виçине 850 тенкĕ палăртрĕç. Пособие тĕрĕс палăртнă-и? Т.ДМИТРИЕВА. Пособи виçине сире тĕрĕс палăртнă. "Халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен" Раççей Федерацийĕн Саккунĕпе (33 статья) килĕшỹллĕн ĕçсĕр тăрса юлнипе тỹлекен пособи виçине юлашки ĕç вырăнĕнчи вăтам ĕç укçине процент шайĕпе организацисенче ĕçлекенсене анчах шутласа параççĕ. Уйрăм предприниматель _ организаци мар (Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕ, 20 статья).