Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часавай çĕкленчĕ

10 июня 2009 г.

 Çимĕк умĕн Элекçей Тимеш ялĕн масарĕнче ял халăхĕн тата ялти предпринимательсен пуçарăвĕпе часавай хута кайнă. Часавая çĕкленĕ чух ял халăхĕнчен пуçтарнă укçа-тенкĕ (пысăк пайне ялти предпринимательсем уйăрнă) пулăшу кỹнĕ. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Виталий атте служба ирттерсе часавая сăвапланă, пухăннисене пилленĕ. Часавая Турă амăшĕн турăшне вырнаçтарнă. Ял халăхне паллă пулăм ячĕпе çак кун район ертỹçи Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин саламланă, çак сăваплă ĕçе пурнăçлани Çимĕк уявĕ умĕн уйрăмах вырăнлă пулнине палăртнă. Халăх часавая çĕклес ĕçре укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу кỹнĕшĕн ял-ти В.Антонов, Ю.Антонов, А.Филиппов, В.Тимофеев, Ю.Иванов, В.Петров, П.Никифоров, А.Гаврилов тата ытти предпринимательсене, Елчĕкри "Илем" йăла çурчĕн ертỹçине С.Горшкова тав сăмахĕ калать. Часавая çĕклес ĕçе йĕркелесе пырассинче Ю.Антонов предприниматель уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика