Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата виçĕ "ылтăн"

11 июня 2009 г.

Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче пулса иртнĕ кире пуканĕ йăтассипе ветерансем хушшинчи Раççей чемпионатĕнчен тата М.В.Ломоносов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери турниртан Çĕнĕ Эйпеçри Геннадий Тимофеевич Туманов виçĕ ылтăн медальпе таврăннине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Г.Туманов çеç мар, пирĕн тепĕр ентеш, Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Сыктывкар хулинче пурăнакан Григорий Васильевич Смирнов та пысăк çитĕнỹ тунă. Г.Смирнов "Бумажник" спорт комплексĕнчи кире пуканĕ йăтакансен секцинче ăсталăха туптать. Вăл Коми Республикин 12 хут чемпионĕ. Раççейри ăмăртусенче те призерсен йышне сахал мар кĕнĕ. Рыбинск хулинчи ăмăртусемччен Г.Смирнов самбо тата кире пуканĕн спорчĕн мастерĕн кандидачĕ пулнă. Çакăнта вара унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă _ Григорий Васильевич кире пуканĕн спорчĕ енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вăл _ Курнавăш тăрăхĕнчен тухнă 4-мĕш спорт мастерĕ. Раççей чемпионатĕнче хăйĕн виçинче Г.Смирнов икĕ енлĕ ăмăртса тата вăрăм ци-клпа кире пуканне çĕклесе ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Кунтах М.В.Ломоносов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта та палăрнă. Раççейри 50 ытла регионтан, Украинăран, Беларуçран, Польшăран килнĕ атлетсене кая хăварса ылтăн медале тивĕçнĕ. Рыбинск хулинчен тỹрех виçĕ "ылтăн" илсе таврăннă. Кунпа çеç лăпланса лармасть ветеран-ентеш. Вăл кăçалхи çурла уйăхĕнче Киров хулинче ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва, авăн уйăхĕнче Санкт-Петербургри Европа чемпионатне хутшăнма, тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне тултарма ĕмĕтленет. Çамрăк чухне спорт ветеранĕ Елчĕкри, Патăрьелĕнчи, вырăнти Акатуйсенче те çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика