Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану лагерĕнче

11 июня 2009 г.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри вăтам шкулта кану тата сывлăха çирĕплетекен "Хĕвел" лагерь уçăлчĕ. 4 отрядра пурĕ 100 ача канать. Кунта ачасемпе тĕрлĕ кану мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче эпир шкулти краеведени музейĕнче экскурсире пултăмăр. Унăн ертỹçи З.Молоствов ял историйĕпе, музей кун-çулĕпе, ялти паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Лагере çỹрекенсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра пулса бассейнра ишсе киленчĕ. Кунта ĕçлекенсен кăмăл-сипечĕ, тараватлăхĕ ачасен тепĕр ушкăнне те çак комплексра татах пулса курма хистет. Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа лагерьте канакансем асфальт çинчи ỹкерчĕксен конкурсне ирттерчĕç. Кашни ача хăйĕн шухăшне, туйăмне, ĕмĕтне ỹкерчĕксенче палăртрĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районта пулса иртекен ĕçпе юрă, спорт уявне хатĕрленсе лагерьте канакансем çăмăл атлетсен эстафетине тата велосипедистсен ăмăртăвне хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Кашни кунах лагере эпир хавас кăмăлпа çỹретпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика