11 июня 2009 г.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне районĕпе нумай çул ỹсекен курăксене 45 гектар ("Рассвет" ЯХПК _ 15, "Победа" ЯХПК _ 20, "Яманчурино" ООО _ 10 гектар) çулнă. Хура пусă лаптăкне 1011 гектар çинче пĕрремĕш хут ĕçлесе хатĕрленĕ. Çав шутран "Эмметево" ОООра _ 245 гектар, "Клевер" ОООра _ 200 гектар, "Прогресс" ЗАОра _ 100 гектар, "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра _ 200 гектар. Уй-хире 9510 тонна тислĕк кăларнă. Çав шутран "Прогресс" ЗАОра _ 7000 тонна, "Эмметево" ОООра _ 1000 тонна, "Свобода" ЯХПКра _ 600 тонна, "Победа" ЯХПКра _ 510 тонна. Ял хуçалăх культурисене çум курăкран хỹтĕлесе 8757 гектар çинче (80 процент) гербицид сапнă, тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран сыхласа 2116 гектар çинче им-çампа усă курнă.