Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк çулаççĕ

11 июня 2009 г.

 "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çул кирлĕ таран пахалăхлă выльăх апачĕ хывса хăвараççĕ. Çавна май кунта выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илесси те пысăк. Иртнĕ çулсенчи ырă йăлана асра тытса виçĕм кун, кăнтăрла иртнĕ хыççăн, хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Ĕçе пурнăçлама малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавна май ĕç кал-кал пуçланнă. Николай Общинпа Владимир Общин палăртнă кĕске вăхăтрах 20 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка утăлăх çулса пăрахма ĕлкĕрнĕ. Валсенчи курăка вĕсем ятарлă агрегатсемпе хăйсемех тавăрса типĕтеççĕ, ун хыççăн преслаççĕ. Çĕнĕ йышши энергие перекетлекен техникăпа усă курни ĕçе çакăн пек тухăçлă йĕркелеме май парать. Уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курса пахалăхлă выльăх апачĕ хывса хăварассишĕн канăçĕсене çухатнă кунти ĕçченсем. Шутлă кунсенче вĕсен 200 гектар çинче çитĕннĕ нумай çул ỹсекен курăкран утă пухса кĕртмелле, сенаж хывса хăвармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика