Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАРĂН ПĔЛỸ ПАРАТПĂР, ПУÇАРУЛЛĂ ĔÇЛЕМЕ ВĔРЕНТЕТПĔР

11 июня 2009 г.

ТАРĂН ПĔЛỸ ПАРАТПĂР, ПУÇАРУЛЛĂ ĔÇЛЕМЕ ВĔРЕНТЕТПĔР

Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнче икĕ теçеткене яхăн специальноçа алла илме пулать Виçĕ çул каялла техникум 75 çул тултарнă ятпа иртнĕ савăнăçлă пухура Раççей ветеринари наукисен тата Тĕнчери ял хуçалăх академийĕсен академикĕ, Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвара çуралса ỹснĕ И.Н. Никитин хăйĕн кĕске сăмахĕнче çапла каланăччĕ: _ Пăвари веттехникум маншăн тата унта вĕреннĕ ытти пин-пин çыншăн анлă пурнăç çулĕ çине тухма хăюллă утăмсем тума хистекен тата хавхалантаракан шкул пулса юлать. Эпĕ ăна хама тăван анне сиктерсе ỹстернĕ сăпка вырăннех хуратăп... Юбилее хутшăннă çĕр-çĕр çын, техникумра малтанхи пĕлỹ илнĕскер, çак вĕренỹ учрежденийĕ вун-вун çултанпа пыракан ырă йăласене çирĕп тытса пыни, студентсене тарăн пĕлỹ кăна мар, анлă тавра курăмлă, яланах пуçаруллă пулма, йывăрлăхсене парăнмасăр малашлăха талпăнма хăнăхтарни çине пусăм турĕ. Юлашки вунă çул ытла техникума ертсе пыракан, кунтах вĕреннĕ, ялти ветеринарпа зоотехникран пуçласа республика шайĕнчи сумлă ертỹçĕ таран ỹснĕ, Тутарстан Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне тивĕçнĕ тата педагогика наукисен кандидачĕ ятне ăнăçлă хỹтĕленĕ Вагиз Сунгатов профессор та хăйĕн "Академия жизни" сулмаклă кĕнекинче çакна пусăмлăн палăртать. 75 çулта кунтан вĕренсе тухнă 9000 ытла ветеринари фельдшерĕпе 4000 зоотехникран, 300 бухгалтерпа 400-е яхăн юристран чылайăшĕ паян Тутарстанпа Атăл тăрăхĕнче кăна мар , Раççейĕпех паллă ученăйсем, питех те пултаруллă специалистсемпе ертỹçĕсем пулса тăнă. Вĕсенчен нумайăшĕ Чăваш Енре те пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ. Акă, Ф.П. Петрянкин профессор _ Чăваш ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультечĕн деканĕ, маларах асăннă И.Н.Никитин Раççей наукисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тутарстан Республикин Патшалăх премийĕн тата Тĕнчери ветеринари службин "Ылтăн скальпель" конкурсĕн лауреачĕ, регионти "Ветеринарный врач" журналăн яваплă редакторĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи А.А.Скворцов районти ветеринари станцийĕн, Т.Н.Портнова _ унăн Аслă Пăла Тимешри участокĕн ертỹçисем. Пĕр тăван Михаилпа Николай Разумовсем республикипех паллă "Прогресс" акционерсен пĕрлешĕвĕнче пысăк пуçарулăх тата пултарулăх кăтартаççĕ тата ыттисем те. _ Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен черетлĕ вĕренĕве кĕме документсем йышăнма тытăнтăмăр,_ каласа парать техникум директорĕ Вагиз Сагитович Сунгатов. _ Тен, вулакансене эсир мĕнле специалистсем хатĕрленипе паллаштаратăр? Çакна эпĕ техникумра яланах Чăваш Ен çамрăкĕсем йышлăн вĕреннипе çыхăнтаратăп. _Тỹрех çакна палăртам. Эпир кăçал тата малашне тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнисене ытларах йышăнма пуçлатпăр. Çакă çамрăксене çар хĕсметне кайиччен пĕр чăрмавсăрах хăйсене кирлĕ специальность илме май парать. Вĕсене куçăмлă майпа ветеринари фельдшерне, зоотехника, бухгалтера, юриста, газ хатĕрĕсене вырнаçтаракан тата системăна пăхса тăракан техника вĕрентетпĕр. Абитуриентсен вырăс чĕлхипе тата математикăпа, юристсемпе газотехниксен _ çĕршыв историйĕпе тата вырăс чĕлхипе экзамен тытмалла пулать. Пулас ветеринарсемпе юристсем 2 çул та 10 уйăх, ыттисем_ 3 çул та 10 уйăх, пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе, тỹлевсĕр вĕренеççĕ. Çав специальноçсенех алла илме пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ илнисене те (вун пĕрмĕш класс хыççăн) ППЭ результачĕсем тăрăх йышăнатпăр. Анчах вĕсен (ветеринарсемпе зоотехниксемсĕр пуçне) вĕреннĕшĕн нумаях мар тỹлеме тивет. Ун вырăнне вĕренỹ хăвăртлăх системипе иртет. Бухгалтер-экономистсемпе юристсен 1 çул та 10 уйăх кăна, ыттисен - 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Вăтам пĕлỹллисене куçăмсăр уйрăма та (тỹлевлĕ майпа) илетпĕр. Вĕсем техник-газовика 2 çул та 10 уйăхра, экономист-бухгалтера _ 3 çул та 10 уйăхра вĕренсе тухаççĕ. Пурне те математикăпа тата вырăс чĕлхипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсемпе йышăнатпăр. _ Вагиз Сагитович, Чăваш Енре Пăвари веттехникум студентсене хушма специальноçсем илме нумай пулăшни çинчен ырă сăмах çỹрет ... _ Тĕрĕсех. Ку енĕпе мухтанма та пултаратпăр. Тахçантанпах Хусанти аслă шкулсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Ĕлĕкрех чылай çамрăка ял хуçалăх тата социаллă вĕренỹ академийĕсенче аслă пĕлỹ илме пулăшрăмăр. Виçĕ çултанпа технологи университечĕн филиалĕ те ĕçлет. Çапла вара куçăмсăр майпа вĕренекенсем пирĕн патăмăртах тĕрлĕ специальноçпа аслă пĕлỹ илеççĕ. Çав вăхăтрах ытти тĕрлĕ хушма вĕрентỹ те вăй илет. Калăпăр, пĕтĕм категориллĕ (А, В, С, Д ) водительсене 3 уйăхра вĕрентсе кăларатпăр. Пирĕн патăмăрта çавăн пекех ПЭВМ ăстине, выльăх-чĕрлĕхе пĕтĕлентерекен технолог, хаклă тирлĕ чĕр чунсемпе кролик ĕрчетекен, утарçă, предприниматель, сĕт продукчĕсен технологĕ, ветеринарин суд эксперчĕ, уйрăм клиникăра ĕçлекен ветфельдшер специальноçĕсене алла илме май пур. Вăтам сыпăкри специалистсен квалификацине ỹстерме те условисем çителĕклĕ. Чăн та, çак курссем тỹлевлĕ. Çав вăхăтрах кĕске хушăра (икĕ уйăхра) пĕлĕве сисĕмлех анлăлатни кирек кама та яваплăрах, пысăкрах ĕçе вырнаçма май пани тăкаксене часах саплаштарать. Çĕршывра кризис лару-тăрăвĕ, ĕçсĕрлĕх пысăк пулнине шута илсен унăн уссине çийĕнчех туйса илетĕн. Ку енĕпе эпир халăха ĕçе вырнаçтаракан центрсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. _ Вĕренмелли условисем мĕнлерех? _ Питĕ лайăх! Ирĕк те çутă, ку чухнехи оргтехникăпа, компьютер комплексĕпе тивĕçтернĕ аудиторисемпе лабораторисем, мастерскойсемпе хушма хуçалăх пурне те килĕшеççĕ. Ĕçлекен, вĕрентекен кадрсем те вăйлă. Преподавательсенчен çурри ытла _ аслă категориллĕ. Кăçал, акă, "Пĕлỹ" наци проекчĕ тăрăх, РФ Вĕрентỹпе наука министерствин 43 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илтĕмĕр. Студентсем хăтлă общежитисенче пурăнаççĕ, лайăх столовăйĕнче апатланаççĕ. Паян-ыран ку чухнехи çĕнĕ спорт залĕ тата библиотека хута каяççĕ. Тĕпрен илсен, пирĕн техникумран вĕренсе тухакансене ĕç паракансем кĕтсех тăраççĕ. Çавăнпа та чăваш çамрăкĕсене пĕр иккĕленмесĕрех хамăр пата вĕренме килме йыхравлатпăр. Ỹкĕнмелле пулмĕ!

Асăрхаттарни. Документсене комисси кăнтăрлахи уйрăмра вĕренес текенсенчен çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 10-мĕшĕччен, куçăмсăр уйрăма _ çĕртмен 10-мĕ-шĕнчен çурлан 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-84374-3-12-94 тата 3-25-80. ТР Вĕрентỹпе наука министертвин А 299090 номерлĕ лицензийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика