11 июня 2009 г.
Турхан ялĕнче пурăнакансем сăваплă ĕçе пикеннĕ. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕсенчен пуçласа кунта Пукрав ячĕллĕ часавай хăпартассипе тимлеççĕ. Икĕ эрне каялла часавай куполне хăпартса лартнă. Çак кун ялта Турра ĕненекенсен чăн-чăн уявĕ пулса иртнĕ. Турхан, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва ялĕсен çыннисем унта йышлăн пуçтарăннă. Ялта часавай тăвас ĕçе ăçтан пуçăннă? Ялти хисеплĕ ватă, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 85 çулхи Григорий Яковлев иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче тĕлĕк курнă. Дария мăшăрĕн ашшĕ _ пачăшкă Андрей атте ăна тĕлĕкре курăнса çапла каланă: "Хăвăр ялта, Турханта, çỹлти Турра асăнса часавай лартăр, уншăн унта пурăнакансем питĕ савăнĕç, ăна тунă çĕре те ял çыннисем хапăлласах хутшăнĕç. Турă сире пулăшса тăрĕ". Турă чури Григорий тепĕр кунхине çак тĕлĕке кỹршĕре пурăнакан Викторовсене _ Мария Сергеевнăпа Семен Викторовича тата вĕсен Валера ывăлне каласа кăтартнă. Пуçаруллă çамрăк Григорий Яковлев ватă каланисене ырласа йышăннă, çакна ялти ытти çынсене те каласа кăтартнă. Ун хыççăнах ял çыннисем Валерий Викторов пуçарнипе часавай вырăнне светит тутарнă, пысăк ĕçе пикеннĕ. Ĕненекенсем пурте пĕр çын пек пулса пуçăннă ĕçре пысăк яваплăхпа тимленине кура Турă пулăшнипе кĕске вăхăтра часавай никĕсне хывса хăварма, купалама, купола хăпартса лартма пултарнă. _ Эртел пысăк пулчĕ, _ тет Валерий Викторов предприниматель. Хальхи вăхăтра та кунта хĕрỹ ĕç пырать. Феликс Алексеевич Петров пенсионер, Юрий Степанович Смолин, Николай Николаевич Яковлев, Алексей Аркадьевич Пупин ертсе пынипе ял çыннисем куллен пысăк йышпа кунти тĕрлĕ ĕçсене тума хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Валерий Викторовăн Владимир пиччĕшĕ те çак ĕçе пысăк тỹпе хывать. Часавай куполне туянассине вăл пĕтĕмпех хăй çине илнĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан Александр Филиппов та ял çыннисен канлĕхĕпе ырлăхĕшĕн тăрăшса пысăк ĕç тăвать. Часавай хăпартма самай укçа-тенкĕ парса пулăшнă вăл. "Чувашагролизинг" ОООн генеральнăй директорĕ Алексей Ласточкин тата ытти пуçаруллă çынсем те çак сăваплă ĕçре хăйсен ырă кăмăлĕсене палăртаççĕ. Часавай территорийĕ те, малтан палăртнă тăрăх, хитре те килĕшỹллĕ пулмалла. Кунта çăл куç шывĕ тапса тăракан вырăн та пур. Çакна шута илсе икĕ çăл куç алтма палăртаççĕ. Кĕркунне, Пукрав уявĕ тĕлне, Турă пулăшсан, часавая хута яма палăртнă.