Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке ăс хушать

11 июня 2009 г.

 Вулакан çемьере çитĕннĕ ача кĕнеке патнех туртăнать. Кĕнеке унăн шухăшлавне, тавра курăмне аталантарать, шалти туйăм тĕнчине пуянлатать. Ашшĕ-амăшĕ ача чухне вуланă кĕнекесене хăйсен ачисене вуласа пани çемьери хутшăнусене йĕркелеме пулăшать. Калаçма, сỹтсе явма тема та тупăнать. Ачасене ырăпа усала уйăрма вĕрентме те çăмăлрах. Çавăнпа та ăна çамрăкранах кĕнекепе туслашма хăнăхтармалла. Кĕнеке геройĕсемпе пĕрле таçта та çитни, темĕн те курни, вĕсемпе хурланни е савăнни, паллах, çынна аталантарать, шухăшлама вĕрентет. Çут çанталăка, тăван халăха юратма, аслă ăрăва хисеплеме те ăслă шухăшлă кĕнеке пулăшать. Вăлах ырă пулма вĕрентет, ыттисен нуши-тертне туйма тăн парать. "Кам нумай вулать _ вăл нумай пĕлет", _ тенĕ ваттисем. Вулавăшра ĕçленĕ май кĕнекене юратма вĕрентес ĕçре тĕрлĕ майсемпе усă куратпăр. Библиотекăна тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем ытларах ушкăнпа çỹреççĕ. Çавна май вĕсемпе конкурссем е викторинăсем ирттеретпĕр. "Тупсăмне туп", "Юмаха вĕçле" е ытти йышши мероприятисенче ачасем савăнсах тупăшаççĕ. Нумаях пулмасть республикăра "Литературная Чувашия" ятпа иртнĕ конкурса Лаш Таяпа вулаканĕсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах чăваш авторĕсем çырнă кĕнекесене вуларĕç, хайлавсем тăрăх хăйсен шухăшĕсене çырса пĕлтерчĕç. Ачасемпе Д.Матвейчукăн "Жгучая крапива" кĕнекине кăмăлларăмăр, ун тăрăх вулакансен конференцине ирттертĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика