Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асамлă самант ман асра"

06 июня 2009 г.

Паян, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче, вырăссен аслă поэчĕ, тĕнче литературин классикĕ А.С.Пушкин çуралнăранпа 210 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ чаплă çыравçăн сăввисемпе поэмисене, повеçĕсемпе романĕсене тăван чĕлхипе вулать, таса та ырă шухăш-ĕмĕчĕсемпе чун-чĕререн хавхаланать. А.С.Пушкин чăвашсене лайăх пĕлнĕ, хăйĕн произведенийĕсенче вĕсене чылай çĕрте асăннă, халăх ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне палăртнă. Пушкинăн малтанхи произведенийĕсем _ "Хĕллехи каç", "Шыва путса вилнĕ çын", "Турă патшана сыхла" сăввисем чăвашла "Класс тулашĕнче вуламалли кĕнекере" пичетленнĕ. Поэтăн паллă произведенийĕсене Н.Шупуççынни ("Чикансем" поэма), П.Хусанкай ("Евгений Онегин" роман, "Патшан виçĕ хĕрĕпе çичĕ паттăр" юмах), Н.Ваçанкка ("Дубровский", "Капитан хĕрĕ" повеçсем), А.Алка ("Русланпа Людмила" поэма) тата ытти прозаиксем чăвашла куçарнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пушкин çуралнă куна халалласа кашни çулах районти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Тĕп библиотекăра вулакансем А.С.Пушкин произведенийĕсем тăрăх тĕрленĕ ỹкерчĕксен тата кĕнекесен "Я помню чудное мгновенье..." куравĕсемпе паллашма пултараççĕ. Поэт биографийĕпе произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ викторина иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика