06 июня 2009 г.
Юлашки çулсенче предприятисемпе организацисем, ял хуçалăх производство кооперативĕсем, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем хаçат-журнал сахал çырăнни е пачах илсе тăма пăрахни чылай çĕрте тĕл пулать. Апла пулсан ертỹçĕсем, специалистсем, ĕçлекенсем республикăри, районти хыпарсене, вырăнти влаç органĕсен йышăнăвĕсене пĕлмесĕр пурнăçран юлаççĕ. _ Самана таппинчен тăрса юлас мар тесен радиопа телевидени итлени тата пăхни кăна кирлĕ информаци илме çителĕксĕр, _ тет выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станци начальникĕ Александр Скворцов, _ район пурнăçне район хаçачĕ çутатса тăрать. Çавăнпа эпир кашни çулах "Елчĕк ен" хаçата çырăнса илетпĕр. Ялсенче ветеринари участокĕсене (вĕсем районта 7 шутланаççĕ) иккĕмĕш çур çулта ăна пĕрер экземпляр çырăнтарса патăмăр. Кунсăр пуçне хамăр патăмăрта илсе тăратпăр. Александр Авксентьевич район хаçачĕн икĕ экземплярне отрасль ветеранĕсене çырăнтарса парасси çинчен те пĕлтерчĕ.