Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальон васкать яла, йывăр ун сумки ялан

06 июня 2009 г.

Кĕçĕн Таяпари, Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем хаçат-журнал çырăнтарас тапхăрта çулсеренех ăнăçлă ĕçлеççĕ, умри тĕллевсене пурнăçласа пыраççĕ. Н.Головина, Г.Головина, Е.Шпилева Кĕçĕн Таяпа, Каркалар тата Кĕçĕн Патреккел ялĕсенче куллен кĕтнĕ çынсем. О.Маркова, И.Корнилова, Н.Галкина, Л.Павлова почтальонкăсене Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенче пурăнакан халăх питĕ тарават. Пĕрисен пенси укçи илме вăхăт çитнĕ, теприсем телеграмма е çыру кĕтеççĕ, виççĕмĕшсем район, республика, Раççей хыпарĕсемпе паллашасшăн. Куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ ĕçченсем. Кĕçĕн Таяпа почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Н.Семенова пĕлтернĕ тăрăх, "Елчĕк ене" паянхи кун 3 ялта 129 вулакан илсе тăрать. 2009 çулхи иккĕмĕш çур çула хальлĕхе 100 ытла экземпляр çырăнтарнă. Аслă Таяпа почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи В.Колпакова вара çапла хыпарлать: "Район хаçатне пĕрремĕш çур çулта 162 хуçалăхра çырăннă. Иккĕмĕш çур çула "Елчĕк ене" паянхи кун тĕлне 112 экземпляр çырăнтарнă". Почтальонкăсем район хаçатне çырăнакансен йышне пĕлтĕрхи шая çитерме шантараççĕ. Вулакансем вара "Елчĕк ене" çырăнмасан пурнăçран юлнăн туйнине хыпарлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика