06 июня 2009 г.
Çимĕк каçĕнче пĕтĕм халăхпа пĕрле пухăнса уяв ирттересси йăлана кĕчĕ Патреккелсен. Çак кун тăван яла тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килекен çынсене пĕр чăмăра пуçтарса кулă-савăнăç, юрă-кĕвĕ, чун апачĕ парнелекенĕ _ Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Г.Борисов. Темиçе çул каялла Патреккелĕн хисеплĕ çыннипе С.А.Кудряшовпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пĕрле пуçарса янăччĕ вĕсем "Çимĕк каçĕ" уява. Кăçалхи çимĕк каçĕ уяв уйрăмах кăмăллă, чылайччен асра юлмалла иртрĕ. Вăл Г.Борисовăн 60 çулхи юбилейĕпе те палăрса юлчĕ. Г.Борисова, ял халăхне пысăк уявсен ячĕпе саламлама ертỹçĕсем, хăнасемпе тус-юлташĕсем сахал мар пуçтарăннă. Вĕсен хушшинче район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи О.Викторов, "Чувашия" телерадиокомпанин ертỹçин çумĕ В.Добронравов, Елчĕкри ДПМК ертỹçи В.Скворцов, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова, республикăри ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕ А.Скворцов, суд приставĕсен Федераци службин республикăри управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи В.Казаков, "Прогресс" хуçалăх ертỹçи П.Скворцов, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, Патреккелти шкул коллективĕ тата ыттисем те. Уявра Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн Р.Лизакован Г.Борисов ячĕпе килнĕ Тав çырăвне вуласа пачĕç. О.Викторов "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ятĕнчен Г.Борисова пуçласа пĕрремĕш хут çĕнĕ награда _ "Елчĕк районĕн обществăпа политика пурнăçĕнче тата "Елчĕк ен" ентешлĕхĕнче пысăк активлăх кăтартнăшăн" медальпе чысларĕ. Уяв ячĕпе саламлама вырăнти, Шупашкарти юрăçсем те чылаййăн килнĕ.