03 июня 2009 г.
Шыв - пурнăç тетпĕр пулсан, пахалăхлă шыв - сывлăх çăл куçĕ. Шел пулин те, районти ялсенчи шыв пахалăхĕ тĕрлĕрен. Çакăн пирки Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ С. Петрянкина панă кăтартусем те çирĕплетеççĕ. 2009 çулхи 1 кварталта шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ источниксенчи шывăн 1 пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен гигиена нормативĕсене тивĕçтернине тĕрĕсленĕ, вăл гигиена нормисемпе килĕшсе тăнине палăртнă. 2008 çулхи çак тапхăрта шывăн 2 пробине тĕпченĕ пулнă, вĕсенчен пĕри нитрат шайĕпе норматива тивĕçтермен. Микробиологи кăтартăвĕсем тĕлĕшпе кăçал та, 2008 çулта та 2 проба тĕпчевĕ ирттернĕ, вĕсем гигиена нормисемпе килĕшсе тăраççĕ. 2009 çулхи 1 кварталта халăха тивĕçтерекен водопроводри шывăн пахалăхĕ санитарипе хими кăтартăвĕ тĕлĕшĕнчен япăхланнине палăртмалла. Тишкерỹ тапхăрĕнче водопроводри шывăн 6 пробине илнĕ, вĕсенчен пĕри (16,6 :) типĕ остатокпа, хытăлăхĕпе ("Победа" ЯХПКра) гигиена нормисене тивĕçтермен. Пĕлтĕр çак тапхăрта 21 пробăран пĕри (4,7 :) гигиена нормисемпе килĕшсе тăман. Микробиологи тĕлĕшĕнчен 20 шыв пробине тĕпченĕ, вĕсем пурте тивĕçлĕ шайра. Обществăлла пусăсемпе çăл куçсене санитарипе хими кăтартăвĕсен тĕлĕшĕпе тĕрĕслесе 5 шыв пробине тĕпченĕ. Вĕсенчен 2-шĕ (40:) нитратсен шайĕпе, пĕтĕ-мĕшле хытăлăхĕпе (Вăрăмхăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта тата Тăрмăшри "Жасмин" лавккара) гигиена нормисене тивĕçтермен. Микробиологи кăтартăвĕсем, пурĕ 12 проба, йĕркеллĕ.