Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пурнăçа юратаççĕ

03 июня 2009 г.

Аслă Елчĕкри Кассировсем _ Венера Петровнăпа Иван Александрович _ ялти хисеплĕ çынсем. Кил хуçи 8 теçетке çула вакласа пырать, мăшăрĕ 82-ре. Иккĕшĕ те иксĕлми вăй-халлă, çирĕп ăс-тăнлă. Венера Петровна _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, 40 çул Аслă Елчĕкри шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чун ыйтнă, юратнă ĕç, вĕренекенсен хисепĕ, сума суса вĕсем яланах куç тĕлне туни Венера Кассировăна мал ĕмĕтлĕ пулма, тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса пынă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та шкултан уйрăлма шутламан, хăй 60 çул тултаричченех коллективра ăнăçлă ĕçленĕ. Ачасен юратăвĕ, яланах вĕсен хушшинче пулни вара ăна ватăлма та паман. Венера Петровнăн сасси те çамрăк çыннăнни пек уçă, чун-чĕрипе, кăмăл-туйăмĕпе те илемлĕ вăл. Иван Александрович та пурнăçа юратакан çын. Çавна май кашни куна, кашни саманта асра юлмалла, усăллă пурăнса ирттерме тăрăшать. Ватлăх çулĕсем çывхарса пыни те хăратмасть, пăшăрхантармасть ăна. Тепĕр тесен, çакăн çинчен шухăшлама унăн вăхăчĕ те çук. Ун вырăнне вăл çут çанталăкпа туслашнă, килти пысăк садра хỹхĕм çитĕнекен хăй лартнă йывăç-тĕмсемпе "калаçса" вăй илет. _ Час-часах вăрманта пулатăп, уйрăмах ăвăс йывăçне кăмăллатăп. Вăл нумай чиртен сиплет, _ тет Ваня тете. Кил хуçи ĕмĕр тăршшĕпех кăмăлне уçмалăх, хăйне савăнмалăх сад ĕрчетет. Шартлама сивĕ тăнă çулсенче икĕ хутчен çимĕç паракан йывăçсем шăнса пĕтнĕ. Çут çанталăк тусĕ вара килти сада çĕнĕрен чĕртсе яма чăтăмлăх çитернĕ. Шăпах улмуççисем шап-шурă çеçке çурнă вăхăтра пулса куртăмăр эпир Кассировсем патĕнче. Ватăсем хальхи вăхăтра килте иккĕшĕ анчах пурăнаççĕ, ачисем вара тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Иван Александрович пире хăй аллипе, вăйĕпе çитĕнтернĕ сада кăтартса çỹрерĕ, кашни йывăç-тĕм пирки уйрăммăн каласа кăтартрĕ. _ "Лидия" сортлă иçĕм çырли тĕмне Волгограда кайсан туянса килнĕччĕ, унăн тепĕр тĕсне Шупашкар районĕнчи юлташăм парнеленĕччĕ, _ тет вăл. Пĕр тĕп йывăçра, акă, 7 сортлă пан улми çитĕнет. Ваня тете туратсене те хăй сыпнă. Йывăç шап-шурă çеçкере. Кăçал вара тухăçлă çимĕçĕпе савăнтарасси паллă. _ Сăпасра, пан улми çимелли уявра хăнана килĕр, _ тет кил хуçи калаçăва малалла тăсса. Тавтапуç, май тупăнсан, тен, пĕр тĕп йывăç çинче 7 сортлă пан улми çитĕннине килсе курăпăр та. Кассировсен садĕнче çимĕç паракан йывăçсене пурне те шутласа та пĕтереймĕн: 5 тĕрлĕ груша, хăвăш çырли (жимолость), айва, слива (шурă тата хура тĕсли), пилеш, ирга, хура пилеш, чие, алыча, терн, катăркас (боярышник), кăвак çырла (ежевика), сырлан çырли (облепиха), хăмла çырли (темиçе сортли те), барбарис... Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем: роза, нарцисс, лантăш... Кил хуçи пахча çимĕç туса илме те ăста. Кăçал унăн пахчинче 22 сорт помидор çитĕнет. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр, çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех вăл калчасене уçă йăрансем çине куçарса лартнă. Вĕсене сивĕ те тивеймест. Пахча ăсти помидор туса илессин вăрттăнлăхне пĕлет. ...Пурнăçа юратакансем нихăçан та ватăлмаççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика