Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тар тăкмасăр пулман

03 июня 2009 г.

Районти фермер (хресчен) хуçалăхĕсем çĕр ĕç культурисене туса илессинчи кăтартусене çулран-çул ỹстерсе пынине шута илсе хальхинче вĕсен ĕçне уйрăммăн хаклама йышăннă. Çак кунсенче фермерсем акса хăварнă лаптăксенче калчасем мĕнле шăтса тухнине районти комисси хак панă. Курнавăшри Юрий Цветков фермер юлашки çулсенче тухăçлă çĕр улми çитĕнтернипе палăрчĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илессинчи ĕçе кунта Голланди технологийĕпе усă курса йĕркелесе пыраççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, çавна май ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, иртнĕ çулсенчи пекех, çурхи уй-хир ĕçĕсене чи пысăк пахалăхпа, чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварнă. Çавна май уй-хирте пулса курма та кăмăллă, калчасем парка çитĕнеççĕ. Комисси те вĕсен ĕçне пысăк балпа хакланă. Анатри Тимешри Олег Гаврилов фермер çĕр улми, тĕш тырă çитĕнтерессипе тимлет. Вăл ака ĕçĕсене агротехника йĕркисене çирĕп пурнăçласа хăварнине уççăн çирĕплетекенни _ калчасем шыв пек хỹхĕм ешерни. Аслă Елчĕкри Владимир Чернов, Таяпа Энтринчи Анатолий Петров фермерсен ĕçне те тивĕçлипе хакламалăх пур. Чернов кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 277 гектар, Петров 500 гектар çинче акса хăварнă. Вăрлăха им-çамланă, кирлĕ таран минераллă удобренипе усă курнă. Валерий Падуев кăçал пуçласа хăйне çĕр ĕçĕнче тĕрĕслет пулин те шанăç пурри палăрать. Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн темиçе çултанпа усă курмасăр, акăнмасăр выртнă 320 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртрĕ вăл. Калчасем те парка, хỹхĕм çитĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен лаптăксене агротехника хушнипе çирĕп пăхăнса ĕçлесе хатĕрленĕ, лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курнă. Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика