30 мая 2009 г.
Эпир _ христиансем, эпир _ Унăн ачисем. Вăл пире хĕрхенекен ырă кăмăллă Аттемĕр. Вăл юратнăран пире пурнăç парнеленĕ. Апла пулсан пире те çак çĕр çинче курасшăн пулнă ĕнтĕ Вăл. Пире те хĕвел курса савăнччăр, пылак çырласемпе çимĕçсене астивччĕр тенĕ. Пирĕн кĕллĕмĕрсене те илтесшĕн Вăл, пире те Хăйĕн Таса Килĕнче _ чиркỹре курасшăн. Пирĕн Ăна хисеплемелле, хамăрăн çỹлти Аттемĕре савăнтарма тăрăшмалла. Унăн халалĕсене тытса пурăнмалла, ырă ĕçсем нумайрах тумалла. Ырă ĕç тăвакансем çине Турă пĕлĕтрен ăшă кăмăлпа, пит хĕпĕртесе пăхать. "Хамăн ырăлăхăма ку çынсене нумайрах парас", _ тет. Эпир те, Хăвăлçырмари Çвяттуй Троица ячĕпе лартнă чиркỹне çỹрекенсем, Ăна савăнтарас терĕмĕр. Хамăрăн прихутри ялсем тăрăх хĕрес йăтса çаврăнтăмăр. Ăна чиркỹ настоятелĕ Сергей атте ертсе пычĕ. Питĕ савăнчĕ вăл йышлă халăх çапла пĕр шухăшлă пулнăшăн. Ĕлĕкхи вăхăтра хĕрессем йăтса утассине час-часах йĕркеленĕ. Мĕншĕн тесен вăл Турра юрăхлă ĕç, усалсене хăвалать, чир-чĕре, инкек-синкеке сирсе ярать, нумай çылăхăмăрсене каçарать. Эпир таса турăшсем йăтса, тĕрлĕ кĕлĕсем юрласа пытăмăр. Кĕлĕ хăвачĕ таçта та çитет вăл, такама та пулăшма пултарать. Сирĕн патне те Турă ырăлăхĕ çиттĕр, пурин те çăлăнмалла пултăр. Мĕнле аван-çке кĕл тума! Кĕлĕ вăл чун суранĕсене сиплет, чĕремĕрсене тасатать, Туррăн пулăшăвне, канăçлăхне парнелет. Утнă чухне хĕвелĕ те йăл кулчĕ, ăшă çилĕ те варкăшрĕ, çумăрĕ те кăштах çурĕ _ Турă пире хăйĕн ырăлăхĕн сывлăмĕпе сирпĕтнĕн туйăнчĕ. Пуриншĕн те, пур ырăлăхсемшĕн те Мухтав Турра! Турă пире пурне те çăласшăн тăрăшать, эпир Унăн куçĕ умĕнче пит хаклă. Пире çăлассишĕн, пире юратнăран Вăл хĕрес çинче асап тỹссе вилнĕ, пире ĕмĕрлĕх пурăнăç парнелесшĕн пулнă. Анчах та нумайăшĕ çак хаклă шанăçа çăмăллăнах вĕçертет, пачах упрамасть. Çакăнпа çỹлти Аттемĕре кулянтараççĕ. Унăн чĕри кашни хĕрĕшĕн, кашни ывăлĕшĕн ыратать вĕт. Ан манăр, тĕнчере нимĕн те улшăнмасть. Çын е Турăпа çăлăнăç çулĕпе, е шуйттанпа тамăк еннелле утать. Тăванăмăрсем, яланах çăлăнăç çулĕпе утар. Христос çынни пулни вăл _ питĕ пысăк чыс. Çак пысăк ята пурнăçра тивĕçлĕ йăтса пырар. Нихăçан та манар мар _ пирĕн шанчăкăмăр, пирĕн пулăшаканăмăр, чăн савăнăçăмăр Турă пур, пирĕнпе Турă.